Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи
вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕ
Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул
Ĕ ç – п у р н ă ç и л е м ĕ
(5-мĕш классемпе ирттермелли уçǎ мероприятин сценарийĕ)
Ĕçе тăваканĕ: Тикашри тĕп шкулта чăваш
чĕлхипе литературине вĕрентекен
Платонова Е.И
Тел.89061310016
Эл.адрес: el.pla2011@yandex.ru
Вăрмар-2016-Тикаш
Ăнлантарса пани (пояснительная записка)
Чăваш Енре 2016 çула Ĕç çыннине халалланă. Куна ахальтен йышăнман.
«Çакă республикăра пурăнакан мĕнпур çынна, вăл миçе çултине, арçын е хĕрарăм пулнине, социаллă статуса, политика шухăш- кăмăлне пăхмасăр, пĕр чăмăра пĕрлештерĕ тесе шухăшлатăп. Шухăшĕ ансат – тÿрĕ кăмăлпа тата чунтан хавхаланса пурнăçлакан ĕç кăна пурлăх тĕлĕшĕнчен те, ăс-хакăл енчен те ырлăх кÿрет, пултарулăха туллин уçса пама тата пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнма май парать.Халĕ пирĕн ачасемпе мăнуксем тивĕçлипе ĕçлеме вĕренччĕр, хăйсен пултарулăхне туллин уçса парса пурнăçра тивĕçлĕ çын пулччăр тесе хамăртан мĕн кирлине йăлтах тумалла. Ун чухне Чăваш Ен тата Раççей малашлăхĕ ăнăçлă пуласса çирĕппĕн шанма пултаратпăр»,-тесе пĕлтерет Республика пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă çырура. Çамрăксене тĕрĕс професси суйласа илме пулăшас, ĕçлекене пулăшас, хавхалантарас шутпа çапла йышăну тунă. Хальхи вăхăтра çĕр-шыври лару-тăрăва улăштарма пурин те ĕçлемелле: килте, шкулта, тĕрлĕ организацисенче.
Пурнăç чăннипех чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕç суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр,çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем тумалла. Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме май çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать.
Çак мероприяти 5 класра вĕренекенсене тĕрĕс професси суйласа илме пулăшĕ. Кирек мĕнле ĕçе те юратса чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса кăна пыма пултарнине ачасем патне çитересси.
Тĕллевсем: 1) ачасене професси суйласси яваплǎ тата чи кирли пулнине ǎнланма пулǎшасси;
2) тĕрлĕ профессисем çинчен аса илесси, çĕннисемпе паллашасси;
3)аслисен ĕçне, çĕр ĕçченĕн тата ытти професси çыннисен ĕçне хисеплеме вĕрентесси;
4) кирек мĕнле ĕçе те юратса, чунтан парăнса пурнăçлама хăнăхтарасси.
1-мĕш ертсе пыракан. Ырǎ кун пултǎр, ачасем, ашшĕ-амǎшĕсем, хǎнасем! Çĕр çинче мĕн тĕрлĕ кăна професси çук пуль: вĕрентекен, инженер, тухтăр, механизатор… Пиртен кашниех мĕн пĕчĕкренех аслисене пăхса е сутуçă, е шофер, е строитель пулма ĕмĕтленет. Паян эпир хăш-пĕр профессисем çинчен тĕплĕнрех калаçăпăр: аслисем каласа панине итлĕпĕр, сăвăсем калăпăр, юрăсем юрлăпăр.
2-мĕш ертсе пыракан. Тĕнчере 40 пине яхăн тĕрлĕ професси пур. Кашни çулах 25 миллион çын хăйĕн ĕç вырăнне улăштарать.Вĕсенчен 12% каярахпа каялла малтанхи ĕç вырăннех таврăнать. Ачасем, эсир мĕнле шутлатăр: çынсем ĕç вырăнне мĕншĕн улăштараççĕ?
Ачасем:ĕç укçи тивĕçтермест. Коллективра килĕшÿ çук.Професси килĕшмест…
2-мĕш ертсе пыракан. Ку тĕрĕсех, паллах, анчах та çакăн пек пулса ан тухтăр тесен мĕн тумалла-ши?
Ачасем. Професси суйланă чухне тĕплĕн шухăшламалла.
2-мĕш ертсе пыракан. Ку та тĕрĕс. Психологсемпе ытти специалистсен канашне шута илсен татах та аванрах пулать пуль.
Литературăпа мызыка композицийĕ пуçланать.
«Ÿссен эсĕ кам пулан?» (кĕвви Ф.Лукинăн, сăвви В.Давыдов-Анатрин) юрă янăрать.
Эпĕ ыйтрăм Лёньăран:
«Ÿссен эсĕ кам пулан?»
Лёня летчик пулап тет,
Самолётпа вĕçеп тет.
Эпĕ ыйтрăм Тольăран:
«Ÿссен эсĕ кам пулан?»
Толя токарь пулап тет,
Машинсем юратап тет.
Эпĕ ыйтрăм Кольăран:
«Ÿссен эсĕ кам пулан?»
Коля конюх пулап тет,
Лашасене пăхап тет.
Эпĕ ыйтрăм Павăлран:
«Ÿссен эсĕ кам пулан?»
Павăл пахчаç пулап тет,
Эп арбуз юратап тет.
1-мĕш ертсе пыракан. Ачасем, мĕнле шухăшлатăр,сирĕн пулас професси çинчен хăçан, миçе çулта шутлама пуçламалла-ши? (Ачасен хуравĕсем)
2-мĕш ертсе пыракан. Ачасем, эсир ÿссен кам пуласшăн? (Ачасен хуравĕсем)
1-мĕш ертсе пыракан. Маттурсем эсир! Кашнийĕнех ĕмĕт пур. Малалла Светлана Асаматăн «Ĕмĕт» сăввине итлер.
Пĕр чиперкке хĕр ача
Сăвă çырма шутланă.
Шутланине çырса хурса
Пĕр концертра вуланă:
«Эпĕ чăваш çĕр-шывĕнче
Чăваш пулса пурнатăп,
Тăван тавра сывлăшĕпе
Кăкăр туллин сывлатăп.
Эп çуралнă-çуралманах
Анне юрă юрланине
Куçа чарса тăнланă.
Уткалама пуçласанах
Анне тунă пуканепе,
Атте тунă теттесемпе
Каçса кайсах вылянă.
Путене пек йăпăртатса
Вĕренесчĕ ташлама,
Шăпчăк евĕр,чĕкеç евĕр
Вĕренесчĕ юрлама,
Ÿссен – артист пулатăп,
Шупашкарти театрта
Спектакльсем вылямашкă
Ĕмĕтленсе пурнатăп».
«Ĕмĕт пысăк» юрă (кĕвви Г.Лебедевăн, сăвви П.Ялкирăн)
Атте манăн тимĕрç,
Анне- бригадир.
Пиччеçĕм Владимир
Çарта командир.
Йĕркеллĕн ĕçлеççĕ-
Эп уншăн хавас.
«Эс кам пулăн?»- теççĕ,
Ах,кам-ши пулас?
Пит пысăк-çке ĕмĕт,
Умра ĕç нумай,
Вĕренĕп,вĕренĕп
Ăста çын пулма.
1-мĕш ертсе пыракан. Мĕн чухлĕ професси терĕмĕр. Халĕ вĕсем çинчен çырнă сăвăсен ярăмне итлетпĕр.
1-мĕш ача.
Атте мана илсе пачĕ
Ик моторлă самолет.
Кĕмĕл тĕслĕ ун çуначĕ,
Варринче – маттур пилот.( М.Волкова)
2-мĕш ача.
Лартрăм эпĕ ик пукан,
Мĕн тăван? Хăвах куран.
Ку халь пулчĕ пăравус,
Машинист, пуçна ан ус! (В.Алентей)
3-мĕш ача.
Çурт хыçне çурт ÿссе пырать,
Ăна кашни çын тав тăвать.
Урам тухать мăн çул патне,
Ăна парар платник ятне. (А.Каттай)
4-мĕш ача.
Алла штурвал тытатăп-
Пĕр ĕмĕт чĕрере:
«Комбайнерах пулатăп,
Юлмастăп пиччерен». ( А. ĕçхĕл)
5-мĕш ача.
Хур кайăк карти пек ылмашăнса,
Космонавтсем орбитăна тухаççĕ.
Канма тесе каймаççĕ космоса –
Унта тĕнче вăрттăнлăхне шыраççĕ. ( П.Афанасьев)
6-мĕш ача.
Ман аттеçĕм-кăмакаçă,
Вăл ялта – хастар ăстаçă.
Ун ĕçне килрен куратăп,
Ял мухтать те – савăнатăп. (В.Ахун)
7-мĕш ача.
Ялан-ялан ман асăмра
Шкулти пĕрремĕш кун.
Учитель сăнĕ ман умра,
Асрах сасси те ун. (В.Пехил)
2-мĕш ертсе пыракан. Ачасем, эсир тата мĕнле профессисем çинчен пĕлетĕр? ( Технолог, менеджер, программист, дизайнер т.ыт.те.) Пурнăç аталансах пырать. Çавна май çĕнĕрен те çĕнĕ профессисем вăй илсе пыраççĕ. Халĕ час-часах программист, технолог, менеджер тенисене илтме пулать. Кам-ха вăл программист? Компьютерпа ĕçлеме пĕлекен, çак ăслă машина валли тĕрлĕ прогрммăсем хатĕрлеме пултаракан специалист.
Технолог- заводсенче, фабрикăсенче ĕçлекен. Вăл пĕр-пĕр продукцие тунă чух виçесене,ĕç йĕркине сăнаса тăрать.
Менеджер вара предприятисенче пĕтĕм ĕçе йĕркелесе пырать.
Дизайнер – çĕнĕрен те çĕнĕ тумсем шухăшласа кăларакан, пÿрт-çурт ăш-чикне çĕнĕлĕхсем кĕртекен, илемлĕхе туйма пĕлекен çын.
1-мĕш ертсе пыракан. Çĕр çинче сайра тĕл пулакан профессисем те пур. Вĕсенчен пĕри- космонавт. Сиртен çивĕч ăслисем, çирĕп сывлăхлисем, мал ĕмĕтлисем çак ята тивĕçме пултарĕç. Космонавт çинчен юрă итлесе пăхар.
«Космонавт пулар» юрă (сăвви Н.Ваçанккан, кĕвви Г.Хирбюн).
Утăм хыççăн тепĕр утăм
Пирĕн тумалла,
Уйăх çинчен çăлтăр çине
Çитсе курмалла.
Хушса юрламалли:
Ыткăнатпăр тĕнче уçлăхне,
Çул тытатпăр çăлтăрсем патне.
Ăс-тăна кунран кунах туптар,
Харсăр, çирĕп космонавт пулар.
Ÿсĕпĕр пин-пинĕн çирĕп,
Ăслă та хастар.
Çăлтăрсем патне çитер те
Çĕр-шыва мухтар.
2-мĕш ертсе пыракан. Космонавт- сумлă ят. Çапах та пире тĕнче уçлăхне çул хывакан çеç мар, çĕр çинче суха тăвакан та кирлĕ. Унсăр кам-ха тырă-пулă ÿстерĕ?
«Тракторпа» юрă (кĕвви Ф.Лукинăн, сăвви В.Давыдов-Анатрин).
Эпĕ ÿсĕп,пысăк пулăп,
Суха тăвăп тракторпа.
Тра-та-та! Тра-та-та!
Эпĕ пыратăп тракторпа.
Ăнса пулĕ сарă тулă,
Колхоз пуйĕ тыр-пулпа.
Тра-та-та! Тра-та-та!
Эпĕ пыратăп тракторпа.
1-мĕш ертсе пыракан. Ялта пурăнакансен пурнăçĕ çĕрпе çыхăннă. Эпир çĕрсĕр пурăнаймастпăр, пурте ун çинче çÿретпĕр, ĕçлетпĕр, тăранатпăр. Çавăнпа çĕре хисеплемелле, унпа тĕрĕс усă курма вĕренмелле.
2-мĕш ертсе пыракан. « Ĕçчен çынна ĕç савать» тенĕ ваттисем.
Вĕсем хăйсем ĕçсĕр пĕрре те ларман, ачисене те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса пынă. Ырми-канми ĕç – чăваш халăхĕн пурнăçĕ, кун-çулĕ, хавалĕ. Ĕçе юратма вĕрентсе каланă сăмахсем те чăвашсен нумай. Хăшне- пĕрне аса илер-ха.
Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене калаççĕ.
Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар.
Ĕçчен алă ĕç ыйтать.
Ĕçченĕн ĕçĕ ăнсах пырать.
Ĕçлĕ çын патĕнче ĕçсĕр пăхса тăнин илемĕ çук.
Ĕç апат ыйтмасть, вăл хăй тăрантарать.
Ĕçе тытăнсан пĕтерме тăрăш.
Çĕр çинче этем туман ĕç çук.
Тарличчен ĕçлесен тăраниччен çиетĕн.
Ĕçлесе пĕтерсен канма лайăх.
Ĕлĕкех чăвашсем çĕре аннепе танлаштарнă.
Ÿркев ÿкерет-ĕçченлĕх çĕклет.
Ĕçчен çынна пĕр сăмах, кахал çынна çĕр сăмах.
Кахал çын çине çумăр виçĕ кун малтан çăвать.
Кахал кăмака çинчен аниччен ĕçчен ту çине хăпарнă.
Ĕç çынна илем кÿрет.
Алăра ĕç пултăр, пуçра ăс пултăр.
Çынна сăмахпа мар,ĕçпе хаклаççĕ.
Ĕç- пурнăç тыткăчи.
Ĕç – пурнĕç тыткăчи.
Куç хăрать те, ал тăвать.
1-мĕш ертсе пыракан. Этеме ĕç çуратнă. Ĕç ăна çын тунă. Çавăнпа та ваттисем «Ĕç- пурнăç тыткăчи» теççĕ. Ĕç кăна пурнăçа аталантарать. «Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать, ÿркенсе ыт ахальтен ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять»,-тенĕ И.Я.Яковлев хăйĕн халалĕнче. И.Я.Яковлев та ялтан Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренме пыракансене ĕçрен уйăрман, ял хуçалăх ĕçне те, алă ĕçне те хăнăхтарса пынă. Ĕçе вĕренни çыншăн мар, хăйсемшĕн пулнине лайăх ăнланнă вăл.
2-мĕш ертсе пыракан. Ырми канми ĕç – чăваш халăхĕн пурнăçĕ, кун-çулĕ, хавалĕ. Çавăнпа «Ĕç- пурнăç тыткăчи», «Куç хăрать те, ал тăвать», «Ĕç – пурнăç илемĕ»,- тенĕ ваттисем. Чăнах та,ĕç çынна илем кÿрет, мухтава кăларать. Ачасен ĕçченлĕхĕ – аслисенчен вĕренни. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕç хушмалла, ĕçе юратса тума вĕрентмелле. Тăван кил-çуртра ĕçлеме хăнăхнă ачана пурнăçра çăмăл пулать. Вĕренÿ те, кану та ĕç.
1-мĕш ертсе пыракан. Çĕр ĕçĕпе, çăкăр туса илессипе тĕрлĕ професси çыннисем çыхăннă. Çак професси ячĕсене тавçăрса кроссворд клеткисене çырар.
«Профессисем» кроссворда шутласси.
1.Вăл çăкăр пĕçерет.
2.Вăл ăçта мĕнле тыр-пул акассине палăртать.
3.Вăл пулса çитнĕ тырра вырать.
4.Вăл тырра грузовикпа турттарать.
5.Вăл машинăпа трактор паркĕнче техникăна пăхса тăрать.
6.Вăл тимĕртен тĕрлĕ детальсем тăвать.
7.Вăл тырă тиенĕ машинăсен йывăрăшне виçет.
8.Вăл çĕр ĕçченĕсен пĕр ушкăнне ертсе пырать.
2-мĕш ертсе пыракан. Ачасем, эпир паян мероприятире ĕç çинчен те тĕрлĕ профессисем çинчен те калаçрăмăр. Çак сăмахсем пирĕн пурнăçра питех те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.
1-мĕш ертсе пыракан. Ĕçе тĕплĕн, юратса тăвакансем пирĕн хушăра та сахал мар. Çавăн пек çынсен пурнăçĕ илемлĕрех, хăтлăрах. Вĕсем нимĕнле ĕçе те тиркемеççĕ, ĕç мелне, меслечĕсене çĕнетес, çăмăллатас тесе тăрăшаççĕ. Эсир те ,ачасем, юратнă професси суйласа илессе шанатпăр.
2-мĕш ертсе пыракан. Сывă пулăр, тепре тĕл пуличчен.