Урок теми: Ырă çын пуласси ачаран паллё? Мария Ухсайăн «Ирхи сывлăм» хайлавĕ
Класс: 5
Урок тĕсĕ% çĕнĕ темăна ăнлантарасси
Т.ллев.сем%
П.л\%
- М? Ухсай пултарулăхĕпе паллаштарасси;
- хайлава вуласа ăнланас культурине ÿстересси;
- литература терминĕсене ăнлантарасси;
- хайлава пĕтĕмĕшле тишкерес ăсталăха аталантарасси?
Аталану%
- вулав тĕллевне тата вулав тĕсне суйласа илсе: ăнланса вулани;
- текста вуласа тата итлесе тивĕçлĕ информаци илесси?
Сапёрлёх%
- этемĕн пурнăçĕнче ĕçне-хĕлне тĕрлĕ енчен кăтартни: мал ĕмĕтлĕ: таса чунлă пулмалли пирки шухăшлани;
- пурнăçра аслисене итлесе тÿрĕ çул суйласа илме вĕренни: сапăр пулнине хăйĕн ĕç-хĕлĕпе ĕнентерме пĕлни;
- пур енчен те йĕркеллĕ: ырă кăмăл-сипетлĕ: пуян чун-чĕреллĕ: ĕçчен те ăслă-тăнлă пулма тăрăшни?
Урок хатĕрĕсем% М? Ухсай портречĕ: кроссворд: кĕнеке выставки?
Техника хатĕрĕсем% компьютер: презентаци: мультимеди проекторĕ.
Урок план.
1? Урок пу=ламёш.? Ачасене ĕçлеме хавхалантарни
2? Урока й.ркелени? Ачасем: пĕр-пĕрин çине пăхса сывлăх сунар-ха? Ыр сăмах калар? Лайăх кăмăлпа урока пуçлар?
Ыйту% Мĕнпе илемлĕ тата хăватлă çын? (Çын чунĕпе илемлĕ? Хăйĕн пĕлĕвĕпе хăватлă? Çын хăйĕн ĕçĕпе илемлĕ)
Ыйту% Çак ваттисен сăмахĕсене мĕнле ăнланатăр? (1 слайд)
Ыр ут пуласси тихаран паллă: ырă çын пуласси – ачаран?
Ырра курсан - ырă пулăн: усала курсан - усал пулăн?
Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă?
Хăвна ху ан мухта: сана çынсем мухтаччăр
Хуравсем%
Ваттисен сăмахĕсенче ырă тата усал çинчен каланă?
Ырă ĕçсем тума тăрăшмалла: усал ĕçсем тумалла мар?
Мухтанчăк пулмалла мар?
Ыйту% Çак ваттисен сăмахĕсене мĕнле хайлавпа çыхăнтарма пулать? Паян урокра мĕн çинчен калаçăпăр-ши: мĕн çĕннине пĕлĕпĕр-ши?
Вĕренекенсем урокăн тĕллевне калаççĕ?
- Мария Ухсай çырнă «Ирхи сывлăм» хайлавпа çыхăнтарма пулать?
- Эпир паян Мария Ухсай писателĕн пурнăçĕпе пултарулăхне пăхса тухăпăр? «Ирхи сывлăм» калавне пăхса тухăпăр? Тĕп сăнарĕсене хак парăпăр?
В.рентекен% Тĕрĕс? Паян урокра эпир Мария Ухсай пултарулăхĕпе паллашăпăр? «Ирхи сывлăм» калаври тĕп сăнарсене танлаштарăпăр? «Ĕçне кура хисепĕ» ваттисен сăмахне ăнлантарма тăрăшăпăр?
3? Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесси
Ыйту% Ачасем: Мария Ухсай пултарулăхĕ çинчен мĕн пĕлетпĕр-ха эпир
Пĕлтерÿ хатĕрленĕ вĕренекен каласа пани? (3-5 слайд)
Ухсай Мария Дмитриевна (чăн хушамачĕ Мухина)- чăваш çыравçи: драматургĕ? 1908-мĕш çулхи кăрлачăн 25 –мĕшĕнче Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче çуралнă? 1969-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăван ялĕнче вилнĕ?
В.рентекен% Мария Ухсай хайлавĕсенче хурипе шурри: усаллипе ырри кĕрешеççĕ? Çынсен чунĕсем е ырă: е усал хÿтĕлевçисем? Çав çивĕч кĕрешÿре ырри яланах çĕнтереймесен те чăнлăх çавах хĕвел çути пек ялкăшса пире тыткăнлать?
Ыйту% Мĕнле хайлава калав тетпĕр? (6 слайд)
Мĕн вăл сăнар? Мĕн вăл калав теми: мĕн вăл – тĕп шухăшĕ?
Литература теорий.?
- Калав - эпикăллă прозăн пĕчĕк форми; пĕр тикĕс аталанакан ĕçе сăнлать: сăнарлакан пулăм тата текст калăпăшĕ тĕлĕшĕнчен пысăк мар хайлав?
- Сăнар – этем сăн-сăпачĕпе кăмăл-туйăмне пĕтĕмлетсе ÿкерчĕклетни?
Сюжет - хайлавра пулса иртекен ĕçсен йĕрки?
- Тема – сăмах кам е мĕн çинчен пырать?
- Тĕп шухăш – мĕн каласшăн пулнă автор?
(7 слайд)
Улăхра пин тĕрлĕ çăлтăр
Мерчен евĕр йăлкăшать?
Чĕлтĕр-чĕлтĕр:
Йăлтăр-йăлтăр
…… шывĕ ялтăрать?
Мĕнле сăмаха сиктернĕ? Вырăсла куçарсан мĕнле пулать вăл?
Хурав% Сывлăм? Вырăсла куçарсассăн вăл роса тени пулать?
Хайлава мĕнле ăнланнине тĕрĕслес шутпа кроссвордри сăмахсене пĕлер-ха? (8 слайд)
1? Хĕвел …… хĕрелет? (Тухăç)
2? Мĕнле сăмах каласа мухтанать Машук? (Ăслă)
3? Сывлăма хăçан курма пулать? (Ирхине)
4? Сывлăмпа Липпа мĕн тăвать? (Çăвать)
5? Валакран мĕн юхать? (Шыв)
6? Кам экзамен парайман? (Машук)
7? Шкула Липпа мĕнле медальпе пĕтерет? (Ылтăн)
8? Мĕн ыйтать хĕвелтен Липпа? (Ăс)
9? Ирхине ирех тăрсан ăçта тухать Липпа? (Пахчана)
-
Т
у
х
ă
ç
ă
с
л
ă
и
р
х
и
н
е
ç
ă
в
а
т
ь
ш
ы
в
М
а
ш
у
к
ы
л
т
ă
н
ă
с
п
а
х
ч
а
н
а
- Мĕншĕн тăрăшулăх? Мĕнле сăнарпа çыхăннă çак сăмах? Мĕн çинчен калаçăпăр -ши паян урокра? Кроссвордри тĕп самах çине таянса урокăн тĕллевĕсене калăр.
4? Пĕлĕве малалла аталантарасси
Ăнланман сăмахсене çырса илĕр? Учебникри «Сăнарлă сăмаха туйма вĕренĕр» пайри виççĕмĕш ĕçне тăвасси? ( 9 слайд)
Илемлĕх мелĕсене палăртасси?
Ушкăнсем çине пайланса ĕçлесси? Кашни ушкăнăн хăйĕн ĕçĕ? (10-11 сдайдсем)
1 ушкăн – Липăна сăнласа паракан сăмахсене çырса илсе кластер (хĕвел) тăвасси?
2 ушкăн – Машука сăнласа паракан сăмахсене çырса илсе кластер (хĕвел) тăвасси?
Ачасене ыйтусем парасси? Ыйтусене хуравланă май плюс тата минус лартасси? 12 слайд
1? Сывлăмпа çăвăнма Липпа каçхине тухнă?
2? Ирхине тăрса вăл шыв ăсма кайнă?
3? Ирхине тăрса Липпа амăшне пулăшнă?
4? Машук амăшĕ хĕрне мухтанă?
5? Машук тăрăшса вĕреннĕ?
6? Липпа шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ?
7? Липпăна амăшĕ ачашласа та мухтаса ÿстернĕ?
8? Ялта Липпăна Чипер Липпа тесе чĕннĕ?
9? Машук экзамен парайман?
10? Липпа пуринчен савăнăçлăрах пулнă: темиçе тĕрлĕ вăйă пуçласа янă: тĕрлĕрен юрă юрланă?
Тĕрĕслев виçисем? (13 слайд)
–
+
+
+
–
+
–
+
+
+
5. Урока пĕтĕмлетни
Липпа сăнарĕ тăрăх синквейн тăвасси? Синквейн структури?
(14 слайд)
Япала ячĕсем
Икĕ паллă ячĕ
Виçĕ глагол
Предложени
Пĕтĕмлетÿ сăмахĕ
Липпа
Савăнăçлă: илемлĕ
лайăх вĕренет: ĕçлет: илемлĕхе юратать
Вăл ырă çын пулса ÿсет
Тăрăшуллă хĕр ача
В.рентекен% М?Ухсай хăйĕн хайлавĕнче çын ачаран тăрăшуллă пулмалли çинчен каланă? Тăрăшуллă çын кăна çитĕнÿ тума пултарать? Тăрăшуллă çын чунĕпе илемлĕ: чипер? Çынсем ăна мухтаççĕ? Ку вара чи пысăк çитĕнÿ? Вырăс литературинчи А?П? Платоновăн «Никита» хайлавне пăхса тухасси?
Сирĕн шутăрпа: «Ирхи сывлăм» хайлавпа мĕн каласшăн пулнă-ши автор?
Хурав% Автор тивĕçлипе мухтан: тивĕçсĕррипе ан мухтан: ĕçчен: тăрăшуллă: ырă пул тесе каласшăн пулнă? Çавăн пек пулсан эс пурнăçра çитĕнÿсем тума пултарён? ,=не кура хисеп.?
6? Ачасен п.л.вне хаклани?
Сир.н умёрта фигурёсем вырта==.? Кам урокра п.т.мпех ёнланч.: =авсем =аврашкана йёта==.? П.т.мпех ёнланмарёр пулсассён – квадрат? Пачах ёнланмарёр – треугольник?
Килте тумалли ĕç% «Çулсем иртсен» ятпа хайлава малалла тăсмалла? (15 слайд)