Шупашкар хулин 40-мěш номерлě вăтам шкулта ěçлекен Митрофанова Алена Витальевна хатěрленě уçă урок планě.
«Капăр ёлка»
2 класс
Урок тěллевěсем:
Чăваш чĕлхи пусăмĕн пĕрремĕш, иккĕмĕш правилисене çĕрĕплетсе хăварасси;
Чăваш чĕлхи пусăмĕн виççĕмĕш правилипе паллаштарасси;
Сăмахри пусăмлă сыпăксене уйăрса илме вĕрентесси;
Чăвашларан вырăсла куçарма вĕреннине малалла аталантарасси;
/керчĕк тăрăх калав хатĕрлеме хăнăхтарасси;
Урокра усă курмалли хатěрсем: компьютер, видеопроектор, экран, сасă колонкисем, презентаци, мечĕк, буклет.
Урок юхăмě.
Ι . Класа йěркелени.
Ачасем: Шăнкăрав сас пачě урока чěнсе.
Пěтěм класс шăпланчě парта хушшинче.
Ак кěрет учитель савăк сăнпала
Кăмăллă вăл питě пирěнпе ялан. ( 1 слайд)
Сывлăх сунасси.
-Сывлăх сунатăп, ачасем!
-Сывлăх сунатпăр, Алена Витальевна!
Хăнасемпе паллаштарси, хăнасене сывлăх сунасси.
-Паян пирěн уçă урок, çавна май пирěн патра хăнасем те пур. Хăнасене те сывлăх сунар.
-Сывлăх сунатпăр, хисеплĕ хăнасем!
-Ларăр.
-Ларатпăр.
- Алăсене парта çине хуратпăр.
-Хуратпăр.
ΙΙ. Сасă зарядки.
Ман хыççăн калăр:
-атпăр, -атпăр, –атпăр - эпир çăлтăр туянатпăр;
-етпěр, -етпěр, -етпěр - эпир тетте парнелетпěр;
-аççě, -аççě, -аççě – ачасем ёлка капăрлатаççě;
- ÿ-ÿ-ÿ- эпир ÿхĕ ÿкеретпĕр. (2 слайд)
-Халĕ эпир «пĕлĕр мана» вăйă вылятпăр, эпĕ чĕрчун ячĕсен пĕрремĕш сассине калатăп, эсир вĕçлĕр/
У-у-у – ку упа, т-т-т - ку тилĕ, л-л-л - ку лаша, й-й-й - ку йытă, к-к-к - ку кушак, с-с-с - ку сурăх, ч-ч-ч - ку чĕрĕп. (3 слайд)
ΙΙΙ. Чĕлхе зарядки.
-Ман хыççăн калăр.
Пирĕн ёлка питĕ капăр.
Симĕс – симĕс йĕпписем.
Çĕн çул каçĕ савăнатпăр
Эпир, çамрăк ачасем. (4 слайд)
-Халĕ сăвăра [д’] сасă тĕл пулакан сăмаха тупăр.
- Питĕ.
- [Б] сасă тĕл пулакан сăмаха тупăр.
- Капăр.
- [З’] сасă тĕл пулакан сăмахсене тупăр.
- Йĕпписем, ачасем.
- [Б’] сасă тĕл пулакан сăмаха тупăр.
- Эпир. (5 слайд)
Дежурнăй сăмахěсем: (6 слайд)
-Ачасем, паян класра кам дежурнăй?
-Паян класра эпě дежурнăй.
- Паян класра кам çук?
-Паян класра … çук, ыттисем пурте пур.
-Маттур…, лар.
-Ачасем, урамра хěлле-и, çулла-и?
-Урамра хěлле.
-Паян çанталăк ăшă-и, сивě-и?
-Паян çанталăк сивě.
-Урамра юр çăвать-и?
-Урамра юр çăвать (çумасть).
-Хěвел пăхать-и?
-Хěвел пăхмасть.
-Паян мěн кун?
-Паян кěçнерни кун.
-Паян мěнле число?
-Декабрěн тăххăрмěшě.
Мечěк ывăтса иртнě уроксенче вěреннě сăмахсене тěрěслени.
Парне, тетте, ěнер, паян, тунти кун, çунашка, ытлари кун, алсиш, упăте, çанталăк, юн кун, кěçнерни кун, ěçчен, чăрăш, çемье, ула такка, çумăр, шăмат кун, çыру, вырсарни кун, йěлтěр, урай, вěсене, икě хут, тěрлě, капăрлат, нумай.
ΙY. Киле ěç тěрěслени. (7-16 слайдсем) Ачасем буклет çинче паллă тăваççĕ.
[pic]
-
у
п
а
ч
л
ĕ
а
к
ç
ă
л
т
ă
р
е
е
а
ç
у
р
т
к
ç
к
ă
м
п
а
и
а
у
л
к
у
к
к
у
к
а
ч
V. Урок теми паллаштарасси. (17 слайд)
1. - Ачасем, çак ребуса вуласан эпир паянхи урок темине пĕлĕпĕр.
[pic]
[pic]
Ачасем буклет çине урок темине çырса хураççĕ.
-Ачасем капăр тени мĕне пĕлтеретчĕ-ха?
-Нарядный.
- Тĕрĕс.
2. Çапла, эпир паян капăр ёлка çинчен калаçатпăр, «Капăр ёлка» текста вулатпăр, вырăсла куçаратпăр, çĕнĕ сăмахсемпе паллашатпăр, унтан маларах чăваш чĕлхинчи ударенин (пусăмăн) виççĕмĕш правилине пăхса тухатпăр, тĕрлĕ вăйă вылятпăр, ёлка капăрлататпăр.
IV. Кану вăхăчě.
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă -
Пирĕн ёлка лартмалла.
Пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр –
Ёлка çÿллĕ пулмалла.
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă -
Пирĕн çăлтăр çакмалла.
Пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр –
Пирĕн пысăк пулмалла.
Пусăмăн виççěш правилипе паллашни.
- Кирлě сас паллисем лартса вулăр.
Ачасем буклет çинче паллă тăваççĕ. (19 слайд, ответсем 8-16 слайдсем)
Шур_
К_вак
Сим_с
Пит_
Кап_р
Пир_н
2. Панă сăмахсенче тěрěс пусăм палăртăр. (26 слайд)
(1, 2, 3, 4 номерлě карточкасем çěклесе кăтартаççě).
Шурă, кăвак, симěс, питě, капăр, пирěн.
(Ответсем 26-37 слайдсем)
3. Укерчěксене сăмахсемпе улăштарăр.(38 слайд, ответсем -39-46 слайдсем)
[link] -Сывă пулăр, хăнасем.