Урок теми: Трубина Мархвин «Хăнаран» калавĕнчи психологи сăнлăхĕсемпе ÿкерчĕксем – тĕп проблемăна уçса пама кирлĕ мел. Эрех сиенĕ.
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Сапăрлăх тĕллевĕ: Эрех-сăра сиенĕ тĕрлĕ инкек патне илсе çитерме пултарассине ăша хывтарни.
Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасене текстпа ĕçлеме хăнăхтарни, илемлĕх мелĕсене тупма вĕрентни, асра юлнă эпизодсем çинчен каласа пама вĕрентни.
Аталантару тĕллевĕ: логика тĕлĕшĕнчен çыхăнуллă каласа пама вĕрентни проблемăллă ыйтусене хуравласа харпăр хăй шухăшне уçса парассине аталантарасси.
Мелпе меслетсем: учитель сăмахĕ, словарь ĕçĕ, ыйту-хурав, тишкерÿ, шырав, калаçу, критикăлла шухăшлав технологийĕн мелĕсем: кластер, фишбоун.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: ыйтусем çине туллин хуравлама, кирлĕ вырăнсене вуласа каланине çирĕплетсе пыма, шухăшлавне аталантарма, çыхăнуллă каласа пама вĕрентни.
Литература теорийĕ: Монолог, диалог, полилог.
Словарь ĕçĕ: çытма – детские штанишки,
пустав - сукно,
юртать – бежать рысью.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: Компьютер, проектор, экран.
Курăмлăх хатĕрĕсем: М.Трубина сăн ÿкерчĕкĕ, çыравçă кĕнекисен выставки, презентаци, ачасен ÿкерчĕкĕсенчен тунă «Хăнаран» видеоролик.
Урок эпиграфĕ: Эрех çулĕ – куççуль çулĕ. (Ваттисен сăмахĕ)
Культурăсене тĕпе хурса вĕрентесси: Трубина Мархвин «Хăнаран» тата Н.А. Некрасовăн «Кому на Руси жить хорошо?» хайлавĕсене танлаштарни.
Урок юхăмĕ
Класа йĕркелени.
I. 1. Учитель сăмахĕ. Иртнĕ уроксенче эпир Трубина Мархвин «Хăнаран» калавĕпе паллашрăмăр. Çак хайлав темине, тĕп шухăшне уçса паракан мĕнле ваттисен сăмахĕсене тупма пултартăр, айтăр-ха пăхса тухăпăр.
Ачасем ваттисен сăмахĕсене вуласа параççĕ.
Мĕнле проблема хускатать автор хайлавра? (Автор хайлавра эрех-сăра проблемине хускатать.)
Эрех çулĕ мĕнрен пуçланать-ха, ачасем? Çак ваттисен сăмахĕсенчен хăшне палăртма пултаратпăр эпир.
(Ваттисен сăмахĕсем 1 слайд )
Ваттисен сăмахĕсем:
1. Эрех çулĕ – куççуль çулĕ.
2. Ĕçесси пĕрремĕш черккерен пуçланать.
3. Хĕрлĕ эрех мăшкăллать, шурри – кăра та чарусăр, вĕсене кăмăллакан – ăссăр.
4. Эрех пички – инкек пички.
5. Юхан шыв çăл куçĕнчен пуçланать, ĕçке ярăнасси — черккерен.
6. Эрех çутти пурнăçа çутатмасть.
(Ĕçесси пĕрремĕш черккерен пуçланать.)
Тĕрĕс, ачасем. Эрех ĕçесси пĕрремĕш черккерен пуçланать. Çыравçă хускатнă эрех-сăра проблеми общество умне паянхи кун та çивĕч тухса тăрать.
2.Ачасем икĕ ушкăна уйрăлса «Ĕçесси пĕрремĕш черккерен пуçланать» фишбоунпа ĕçлени. Пĕр ушкăнĕ паянхи куна тишкерсе çырать, тепĕр ушкăнĕ хайлава тишкерсе фишбоун тултарать.
(Ĕçесси пĕрремĕш черккерен пуçланать 2 слайд)
3. Ачасем урок темине палăртни.
(Урок теми 3 слайд )
II. 1. Текстпа ĕçлени. Мĕнле пуçланать-ха калав?
Вĕренекенсем калав пуçламăшне вуласа параççĕ.
Апла пулсан мĕн систерет пире автор? (Автор пире эрех-сăрана виçесĕр ĕçни инкек патне илсе çитерессине хайлав пуçламăшĕнчех систерсе хăварать.)
Автор пире хăй мĕн калас тенине, шухăш-кăмăлĕпе туйăмне мĕнле сăнарсем урлă çитерме тăрăшать? Айтăр-ха аса илĕпĕр хайлаври сăнарсене?
(Хайлаври сăнарсем 4 слайд)
Эрех этем пурнăçне аркатнине автор уйрăм сăнарсем тата халăх урлă кăтартса парать. Мĕнле пуплев тĕсĕсемпе уçса парать пире ÿсĕр çынсен тыткаларăшне, психологине?
Ачасем виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ: пĕрисем монолог тĕслĕхĕсене, теприсем диалог тĕслĕхĕсене, виççĕмĕшĕсем полилог тĕслĕхĕсене текстра тупаççĕ.
Ачасем пуплев тĕсне слайдран суйласа илсе вулаççĕ.
Литература теорине пани. Словарь ĕçĕ
(Пуплев тĕсĕсем 5 слайд)
Тĕрлĕ халăх культурипе танлаштарни. (Н.А. Некрасовăн «Кому на Руси жить хорошо?» хайлавĕпе)
Трубина Мархвин «Хăнаран» тата Н.А. Некрасовăн «Кому на Руси жить хорошо?» хайлавĕсене танлаштарни
(6 слайд)
Трубина Мархвин «Хăнаран» Н.А. Некрасовăн «Кому на Руси жить хорошо?»
1.
Ĕрлешеççĕ, çĕмĕрлеççĕ ÿсĕрсем. Анчах тискеррĕн, ирсĕррĕн туйăннине ку пÿртре никамах та сисмест. Пурте пекех кунта тăнне-пуçне çухатнă.
Умны крестьяне русские,
Одно нехорошо,
Что пьют до одурения,
Во рвы, в канавы валятся —
Обидно поглядеть!
2.
Чылай эрех-сăра хăнасен пырне ярăннă. Паçăр йĕркеллĕ калаçса ларакан çынсем халĕ чылайăшĕ картран тухнă: хăшĕ хăрушла сассипе ĕнрешлесе юрă çавăрасшăн, хăшĕ-пĕрисем пыр шăтăкĕпе кăшкăрса çынсене хăйсем мĕн каланине итлеттересшĕн. Сăра-эрехне çаплах ĕçеççĕ.
Зажгли костер, сложилися
За водкой двое сбегали,
А прочие покудова
Стаканчик изготовили
Бересты понадрав…
И стон, и рев, и гул!
Ачасем пĕрпеклĕхсене тупса палăртаççĕ.
Пĕчĕк черккерен - пысăк инкек. Мĕнле инкек патне илсе çитерет ĕçкĕ?
(Виç çул çурăри Саньккан пурнăçĕ татăлать).
«Хăнаран» калавĕ тăрăх тунă видеоролик пăхни.
Виç çул çурăри Саньккана автор мĕнле символа сăнарсемпе уçса парать-ха?
«Хайлаври символсем» таблицăпа ĕçлени.
(Хайлаври символсем 7 слайд)
Хайлаври символсем
Лаша (тиха) Вăрман
Çил
Халăх
Таврари ялсенчен паян Каша ялне лавсем хытă чуптарса пыра-пыра кĕреççĕ.
Кĕтерукпа Ванюк
Кĕтерукпа упăшки çак çырнине лашине тăратсах вуларĕç.
Ванюк лаши пуçне ухса, çилхине вĕçтерсе чупать.
Санькка
Тихалла кĕçенет; пĕчĕк тиха; пĕчĕк тихалла сикет.
Кукашшĕ ăна Çĕрпÿ пасарĕнчен лаша илсе килсе пама пулать.
Санькка вилсен те çуналлă лаша ун çумĕнчех.
Вăрмана çитесси инçе те мар. Вăрман витĕр тухсанах киле çитеççĕ. Вăрман хĕрринче, икĕ çул юппи тĕлĕнче, Санькка ÿксе юлать.
Таçтан пĕр пайăрка тÿлек çил вăр вĕçсе килчĕ. Шăнса вилнĕ ачан кĕпи аркине, кăтраланса тăракан çÿç пайăркине хулен вĕрсе илчĕ те сисĕнкĕсĕр çухалчĕ.
Лаша - леш тĕнчене илсе каякан
Вăрман - леш тĕнче
Пĕр пайăрка тÿлек çил - турă сывлăшĕ
Кану саманчĕ.
2. «Мĕн тăвать?», «Мĕнле?» ыйтура тăракан эрех сăмахлă хĕвеллĕ кластерсемпе ĕçлени.
(«Мĕн тăвать» ыйтура тăракан эрех сăмахлă хĕвеллĕ кластер 8 слайд)
(«Мĕнле» ыйтура тăракан эрех сăмахлă хĕвеллĕ кластер 9 слайд)
III. 1.«Мĕн» ыйтура тăракан эрех сăмахлă хĕвеллĕ кластерпа ĕçлени.
(«Мĕн» ыйтура тăракан эрех сăмахлă хĕвеллĕ кластер 10 слайд)
Паянхи урок эпиграфĕ те пирĕн çапла янăрать: «Эрех çулĕ – куççуль çулĕ».
Эрех савăнтарать, пĕр-пĕринпе хирĕçтерет, этем ăс-хакăлне аркатать, картран кăларать,юлашкинчен вара этемĕн чи пахине пуçтарса каять: пурнăçа! Эрех ĕçмесĕр, чуна сутмасăр пурăннине, çынсемпе килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест.
2. «Ваттисен сăмахĕсене вĕçле» викторина
(«Ваттисен сăмахĕсене вĕçле» викторина 11 слайд)
1. Эрех çулĕ – … .
2. Ĕçесси пĕрремĕш … .
3. Хĕрлĕ эрех мăшкăллать, шурри – кăра та чарусăр, вĕсене кăмăллакан –...
4. Эрех пички – … .
5. Юхан шыв … пуçланать, ĕçке ярăнасси — … .
6. Эрех çутти … .
Мĕне вĕрентеççĕ пире çак ваттисен сăмахĕсем?
(Эрех инкек патне илсе çитерет, апла пулсан алла черкке тытас марччĕ, хаяр шĕвеке ăша ярас марччĕ, эрех-сăрасăр пурăнма вĕренесчĕ.)
Ачасен ĕçне хаклани.
Киле ĕç пани. «Эрех çутти пурнăçа çутатмасть» калав е сăвă çырса килмелле, е ултă ваттисен сăмахне вĕренсе килмелле.
7