Вырăс шкулĕн 4 класĕнче «Сăваплă пахча çимĕç» темăпа ĕçлесси

Автор публикации:

Дата публикации:

Краткое описание: ...


Вырăс шкулĕн 4 класĕнче «Сăваплă пахча çимĕç» темăпа ĕçлесси


Предметăн харкамлăх результачĕсем: вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни, хăйне хăй хисеплесси, хăйĕн ăс-тăн шайне пĕлсе хаклани, вĕренĕве кăмăлпа хутшăнма явăçни, вĕренÿре харпăр хăйĕн тивĕçлĕхне туйма, хăйĕн пултарулăхне шанма вĕренни, кăмăл-сипет енчен хăйне тирпейлĕ тытма пĕлни, çут çанталăк пурлăхĕпе усă курма, сывлăха упрама вĕрентесси.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕ: предмет шайне тухса метапредмет шайне хăпарни, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени, кăсăкланни, хавхаланни, пахалама пĕлни, юлташсене тĕрĕслесе, тÿрлетсе хакласа ертсе пыма вĕренни, çĕнĕлĕх кÿме, мĕн шутласа хунине çине тăрса пурнăçлама хавхалантарни, сухан çинчен ачасен пĕлĕвне анлăлатасси, çак пахча çимĕçĕн сиплĕ енĕсемпе паллаштарасси, «Сăваплă ÿсен тăран» текста вуласси, ыйтусем çине хуравласа диалог тăвасси, суханăн паспортне тăвасси, паспорт тăрăх çыхăнуллă калав йĕркелесси; калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама тăрăшни, ĕçе ушкăнпа, пĕр-пĕрин хушшинче пайласа пурнăçлама вĕренни, иккĕн калаçу йĕркелеме пĕлни.

Предметăн ятарлă результачĕсем: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, пухнă пĕлÿсене тивĕçлĕ ĕçре тĕрĕслесе çирĕплетни.

Мелпе меслетсем, пуплеве аталантармалли хăнăхусем: ыйту-хурав, вĕрентекен сăмахĕ, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси, диалог, монолог тăвасси, тест ĕçĕ ирттересси.

Словарь ĕçĕ: ÿстерме пуçланă, паха, сăваплă, лекнĕ , пурте, сыхлать, чура, çитнĕ.

Оборудовани: компьютер, проектор, экран, доска.


Урокра кирлĕ хатĕрĕсем: темăпа хатĕрленĕ презентаци, «Чăваш чĕлхи» учебник, 4 класс, 2013 (Г. В. Абрамова), çыру ĕçне ирттермелли карточкăсем, валеçÿ хатĕрĕсем.

Урок юхăмĕ.

I. Класа йĕркелесси (сывлăх сунни).

II. Дежурнăйпа калаçни (çанталăка сăнани).

III. Фонетика зарядки.

-Ачасем, слайд çинчи сăвă йĕркисене ман хыççăн тĕрĕс вулăр:

Ра-ра, ра-ра-ра,

Пахчара ӱсет ыхра.

Та-та, та-та-та,

Питӗ тутлӑ купӑста.

Хан-хан, хан-хан-хан,

Юрататӑп эп сухан.

Дис-дис, дис-дис-дис,

Хӗрлӗ тӗслӗ вӑл редис.

Ман-ман, ман-ман-ман.

Питӗ усӑллӑ кӑшман.

IV. Пахча çимĕçсен ячĕсене аса илесси. Вăйă «Кам ăнкаруллăрах?»

- Ачасем, эпир сирĕнпе иртнĕ уроксенче пахча çимĕçсем çинчен калаçнăччĕ. Айтăр вăйă выляса илетпĕр. Пахча çимĕç ячĕсене пĕлнине терĕслесе пăхар.

1. Кĕрĕк çине кĕрĕк тăхăнатăп,

Хĕл çитсессĕн çав-çавах шăнатăп. (Купăста)

2. Кĕпем хĕрлĕ, тутăр симĕс.

Эп чи тутлă пахча çимĕç. (Кишĕр)

3. Иккĕмĕш çăкăр теççĕ мана халăхра. (Çĕр улми)

4. Пĕр пÿртре çĕр тăван пурăнать. (Кавăн, хăяр, мăн хăяр)

5. Пĕчĕк кăна аппа пур,

Куçран пăхсан макăртать. (Сухан)

V. Ачасен калавĕсене итлесси.

- Эпĕ сире хăвăра килĕшекен пахча çимĕçсем çинчен каласа пама хатĕрленме хушса янăччĕ. Халĕ вĕсене итлер-ха. (Ачасен калавĕсене итлени)

Маттур, ачасем!

VI. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

-Паян урокра эпир, ачасем, пахча çимĕçсем çинчен малалла калаçăпăр. Урок темине пĕлес тесен вара сирĕн шифăрланă урок темине тупмалла.



21

2

4

1

19

15

2



19

1

27

29

1


22

12

16

9

22


1

2

3

4

5

6

7

8

9

10

11

12

13

А

Ă

Б

В

Г

Д

Е

Ё

Ĕ

Ж

З

И

Й

14

15

16

17

18

19

20

21

22

23

24

25

26

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ç

Т

У

Ÿ

Ф

27

28

29

30

31

32

33

34

35

36

37



Х

Ц

Ч

Ш

Щ

Ъ

Ы

Ь

Э

Ю

Я




- Тĕрĕс, ачасем. Урок теми – «Сăваплă пахча çимĕç».

Паян урокра «Сăваплă ÿсен тăран» ятлă текста вуласа сухан çинчен тĕплĕнрех пĕлĕпĕр, ыйтусем çине хуравласа диалог тăвăпăр, суханăн паспортне тăвăпăр, паспорт тăрăх çыхăнуллă калав йĕркелĕпĕр, суханпа пурнǎçра усǎ курма вěренěпěр.

VII. Сухан çинчен калаçни.

- Сухана кашни пахчарах лартаççĕ, кашни çемьерех усă кураççĕ.

Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ: сарă, хĕрлĕ, шурă, батун, слизун, шнитт, порей тата ыттисем те. Тути енчен те вĕсем тĕрлĕрен. Пĕрисем çав тери йÿçĕ, çаралла çиме те çук, теприсен йÿççи вăтам, вĕсем салатшăн паха.

VIII.Словарь ĕçĕ.

- Текста лайăх ăнланма, унпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлама малтан çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр. Тимлĕ пулăр, сăмахсене астуса юлма тăрăшăр.

Ӳстерме пуçланă – начали выращивать

Паха – ценный

Сăваплă – священный

Лекнĕ – попал

Пурте – все

Сыхлать – защищает

Чура – раб

Çитнĕ - появился

а) вĕрентекен – хор;

ă) пĕр ача чăвашла, тепри вырăсла вулани;

б) çĕнĕ сăмахсемпе предложени туптарни;

IX. Текстпа ĕçлени.

-Ачасем, халĕ кĕнекесене 140 страницăна уçăр, «Сăваплă ÿсен тăран» текста тупăр, тимлĕ итлĕр, вуласа пĕтернĕ хыççăн эсир текста мĕнле ăнланнине тĕрлĕ ĕçсем туса тĕрĕслĕпĕр;

1) текста вĕрентекен вуланине итлесси;

2) текста ăнланнине тĕрĕслени (1-2 ачаран кĕске содержанине вырăсла ыйтмалла);

3) ачасем çурма сасăпа хăйсем тĕллĕн вулани;

- Ачасем, халĕ текста хăвăр тĕллĕн çурма саспа вуласа тухăр. Сăмахсенче пусăм тĕрĕс лартса вулама хатĕрленĕр.

4) текста вĕçе-вĕçĕн саспа вулани;

5) текстра паян паллашнă çĕнĕ сăмахсем тата сăмах майлашăвĕсем пур предложенисене тупса вырăсла куçарни;

6) ыйтусене хуравлани.

- Текста тепĕр хут ăшра вуласа тухăр, ыйтусене хуравлама хатĕрленĕр.

  1. Сухан мĕнле пахча çимĕç?

  2. Ăна хăçан лартаççĕ?

  3. Сухана хăçан кăлараççĕ?

  4. Сухана ăçта-ăçта яраççĕ?

  5. Ăна ăçта ÿстерме пуçланă?

  6. Сухан мĕнрен сыхлать?

  7. Раççее сухан миçемĕш ĕмĕрте çитнĕ?

7) диалог хăнăхăвĕсене аталантарни.

Слайд çинчи ыйтусене хуравлаççĕ, диалог хатĕрлеççĕ (2 мăшăра итлесси);

8) ушкăнсенче текст содержанийĕ тăрăх тĕрев схемипе усă курса суханăн паспортне туни: 1-2 страницăсене – 1 ушкăн, 3-4 страницăсене – 2 ушкăн, 5-6 страницăсене – 3 ушкăн пурнăçлать.

Сухан
  1. Тăван çĕр-шывĕ


  1. Раççейре хăçан сарăлнă?


  1. Мĕн-мĕн тĕслĕ?


  1. Мĕнпе пуян?


  1. Апатра мĕнле усă парать?


  1. Çынна мĕнле усă парать?



9) Паспорт тăрăх текст содержанине туллин каласа пани.

X. Кану саманчĕ.

- Ачасем, эсир ывăнни сисĕнме пуçларĕ. Кăштах çан çурăмсене хускатса илер-ха.

Чирлес мар тесен ялан
Физзарядка тумалла,

Сикмелле те, чупмалла,
Тăпăртатса илмелле,
Сухан, ыхра çимелле.


XI. Текст тăрăх тест ирттерни (çыру ĕçĕ).

- Халĕ вара текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслесе тест ирттеретпĕр:

1. Сухан - паха ... .

а) улма çырла; ă) чĕр чун; б) пахча çимĕç.

2. Сухана … лартаççĕ.

а) çулла; ă) çуркунне; б) хĕлле.

3. Ăна чи малтан … ÿстерме пуçланă.

а) Грецире; ă) Раççейре; б) Индире.

4. Сухана кĕркунне … .

а) лартаççĕ; ă) шăвараççĕ; б) кăлараççĕ.

5. Раççее сухан … ĕмĕрте çитнĕ.

а) 12-мĕш; ă) 20-мĕш; б) 21-мĕш.

Ачасем, теста мĕнле çырнине слайд çине пăхса пĕр-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслĕр, отметкăсем лартăр: 1 йăнăш та çук – «5», 1-2 йăнăш – «4», 3 йăнăш – «3», 4 йăнăш тата ытларах –«2».

Хуравĕсем: 1.(б) 2.(ă) 3.(а) 4.(б) 5.(а)

XII. Урока пĕтĕмлетни.

- Паян урокра, ачасем, мĕн çинчен калаçрăмăр? Сухан çинчен эсир мĕн пĕлтĕр?

- … .

- Сухан паха çимĕç кăна мар, вăл сывлăхшăн та питĕ усăллă. Суханра тĕрлĕ витамин, организмшăн кирлĕ микроэлемент йышлă.

- Сухан çинчен нумай пĕлтĕмĕр тата «Пĕлме интереслĕ» рубрика мĕн сĕнет-ши?

Ачасем, Англири пĕр фермер пахчинче 4 килограмм та 930 грамм таякан сухан çитĕннĕ. Хайхискер ĕнентернĕ тăрăх, ăна çĕрле электричество çутипе ăшăтнă тата унпа кунсерен темиçе сехет хушши калаçнă-мĕн.

- Сире урок килĕшрĕ-и? (Рефлекси)

- Эпĕ сире хĕрлĕ тата сарă сухан ÿкерчĕкĕсем валеçсе панă. Эсир вĕсене çак карçинккана пуçтарăр. Енчен те урок сире килĕшрĕ пулсан, хĕрлĕ сухансене карçинкка çине çыпăçтарăр. Урок килĕшсех каймарĕ пулсан, ăнланман вырăнсем юлчĕç пулсан сарă сухансене çыпăçтарăр.

XIII. Ачасен ĕçне хаклани.

- Паянхи урокра эсир тăрăшса ĕçлерĕр . Мана ытларах …. савăнтарчĕç . (Ачасен ĕçне хакласси)

XIV. Киле ĕç пани.

- «Юратнă пахча çимĕç» ÿкерчĕк ÿкерсе килмелле е

- Хăвăра килĕшекен пĕр пахча çимĕç çинчен реклама туса килĕр.

XVI. Урока шăнкăравпа вĕçлени.

- Сывă пулăр, ачасем!

- Урок вĕçленчĕ, тухма пултаратăр.