« Тăван çĕр-шыв?» темаллă текстсемпе 5-мĕш класра ĕçлемелли мелсемпе меслетсем.
Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи урок\сенче текстпа ĕçлесси вăл урокăн тĕп пайĕ пулса тăрать. Текст урлă ĕçлесе эпир:
а) тĕрĕс калаçу чĕлхине аталантаратпăр;
ă) вулав шайне çĕклетпĕр;
б) ачасен аудировани хăнăхтарăвĕн шайне тĕрĕслесе хаклама пултаратпăр;
в) çыхăнуллă пуплев шайне палăртса хаклама пултаратпăр;
г) çĕнĕ информаци илсе ăс-тăнпа кăмăл-туйăма пуянлататпăр;
Çавăнпа та уроксенче эпĕ вулавăн тĕрлĕ мелĕсемпе усă куратăп:
а)саспа; ă)çурма саспа; б) ăшра; в) уйрăмшарăн; г)илемлĕ; д)улăштарса; е)рольпе вулани; ж) сăнчăрлă вулав.
Эпĕ 5-мĕш класра Галина Васильевна Абрамавăн учебникĕпе ĕçлетĕп. « Тăван çĕр-шыв» темаллă текстсем 12 урока уйăрнă. Эпĕ хăшĕ-пĕри çинче чарăнăп.
Тăван ç\р-шыв вăл - Раççей, Чăваш Республики, тăван хула е ял анчах мар, тăван çĕр-шыв вăл пирĕн çутçанталăк, тавралăх, çывăх çынсем, шкул, юлташсем, учительсем тата ытти те ĕнтĕ тĕпрен илсен. Темана нумай енлĕ кăтартмалла –çавăнпа та эпĕ 2 класс ачисене(4 подгрупп=на) х\ллехи сивĕ, уяв кунĕсенче презентацисем хатĕрлеме хушрăм.
Урок теми
Презентации теми
Урок тĕсĕ
Презентаци хатĕрлекенĕсем
1.
«Тăван çĕр-шыв», «Мĕнле хитре » сăвăсем
«Тăван çĕр-шыв сăвă йĕркисем тăрăх»
Пуплеве аталанмалли урок
Селиверстова Елена
2.
«Пирĕн республика» текст
«Пирĕн республика»
Интеграциллĕ урок
Нардин Дмитрий, Зеткин Иван
3.
«Мĕн-ши вăл Тăван çер-шыв?» текст
«Мĕн-ши вăл Тăван ё\р-шыв?»
Шырав урокĕ
Павлова Ольга
Руднева Елена
4.
А.Васильева «Тăван çĕр-шыв»
Тĕпчев урокĕ
5.
Манăн тăван хула» текст
«Тăван çĕр-шыв- Пăрачкав çĕрĕ»(2011 çулта Пăрачкав 420 çул тултарч\)
Урок-экскурси
Ступакова Анастасия
Кашни урокра урăх презентаци. Ачасене хăйсене питĕ килĕшнĕ ку ĕç. Ашшĕ-амăшĕ те хавхаланнă. Кунсăр пуçне «На земле чувашской» , «Чебоксары –чистый и благоустроенный город» видеофильмсем куртăмăр, ÿкерчĕклĕ таблицасемпе, ачасен пултаруллăх ĕçĕсемпе усă куртăмăр, краеведении музейĕнче те пултăмăр.
Мĕнле-ха ирттертĕмĕр çак уроксене (текстсемпе мĕнле ĕçлерĕмĕр)?
1.Пĕрремĕш урокра сăвă йĕркисем тăрăх тĕрлĕ енлĕ вулав турăмăр(учитель вулавĕ, куçару, пус=мсем лартрăмăр, ăшра, пĕрле саспа,уйрăмшарăн илемлĕ вулав, пĕрне пĕри вуласа пани) Презентации пăхрăмăр. Сăвăсем 6-7 хут та янрарĕç –урокрах сăвă ачасен асĕнче юлма пуçларĕ.
2.Иккĕмĕш урокра «Пирĕн республика» текста интеграци тĕсĕпе пăхса тухрăмăр. Текстпа ĕçлеме чарăнуллă вулав меслечĕпе усă куртăмăр.
Текста вулас умĕн тĕллевсем палăртрăмăр: 1) республика тата унăн хулисем , республика симвăлĕсем, чăваш çĕрĕн пуянлăхĕсем пирки каласа парасси; 2)чăваш чĕлхине, чăваш халăхне, тăван çĕре, тавралăха юратма вĕрентесси.
а) учитель пĕрремĕш хут вулать те ачасем мĕн ăнланнине ыйтать;
ă) словарь ĕçĕ ирттереть;
б)ачасем сăнчăр мелĕпе текста вулаççĕ, вырăсла куçараççĕ;
в) текстпа виççĕмĕш хут ĕçлетпĕр:
-ача пĕр сыпăк вулать
- презентаци хатĕрленĕ ача слайд çинче чарăнать, унăн содержанипе паллаштарать.
1-м\ш сыпăк Ч=ваш Республикин тĕп хули пирки,ăçта вырнаçни ёинчен. Ыйтусем парса çав вăхăтрах çирĕплетме пулать ку сыпăкри материала:
-Таня Тутар Республикинче пурăнать-и, Чăваш Республикинче-и?
-Эпир мĕнле Республикăра пурăнатпăр?
-Чăваш Республики ăçта вырнаçнă?
-Пирĕн Республикăн тĕп хули мĕн ятлă?
-Раççейĕн тĕп хули мĕн ятлă?
2 –м\ш сыпăк Республикăри 9 хула çинчен(куçару, хула ячĕсене хорпа калани, шайлавсене стрелкасемпе çыхăнтарни, тăванĕсем ытларах хăш хулара пурăнни çинчен калаçни)
3-м\ш сыпăк Конституции, ялав, герб,гимн çинчен. Пĕрремĕш президентпа хальхи президент çинчен калаçни. Гимн ура çине тăрса итлетпĕр. Гербпа ялав ÿкерчĕкĕсен пĕлтерĕшĕсем çинчен калаçу ирттерни- ачасем каласа параççĕ, презентации усă куратпăр)
4-м\ш сыпăк- вулав хыççăн ыйту: «Пирĕн таврашра мĕнле халăхсем пурăнаççĕ?»
5-м\ш сыпăк вăрман тата унăн пуянлăхĕсем çинчен(сасăпа пĕрершерĕн вулаççĕ, çав вăхăтрах презентаци, учебникри 7-мĕш хăнăхтару - «Малалла тăс» заданине пурнăçлама пулать).
6-м\ш сыпăк – хорпа «Эпĕ хамăн республикăна юрататăп» тесе вĕçлетпĕр
Кунпек ĕç ачасен тимлĕхне, тинкерÿне аталантарать, микротемасене тупма вĕрентет, тавракурăма, кăсăклăха аталантарать. Çак меслетпе ĕçленĕ чухне текст патне 5-6 хутчен таврăнатпăр. Кунпек ĕçленĕ хыççăн текст в\ё\нчи ыйтусене хуравламасан та юрать. Килти ĕçе те -подготовьте пересказ текста «Пирĕн республика»- ачасене хатĕрлеме çăмăл пулать.
3. «Мĕн-ши вăл Тăван ёĕр-шыв?» Текст ячĕнченех шухăшлавлă меслетпе ĕçлеме хистет.
Ачасене малтанах çак ыйтăва паратпăр: «Сирĕншĕн мĕн вăл Тăван çĕр-шыв?»( анне, кил, ёемье, ял). Кайран текстăн пĕрремĕш предложенине вулатпăр: «Ман шутпа, Тăван çĕр-шыв вăл – тăван хула, тăван урам, тăван шкул». Çакăн пек шухăшлать Шупашкарта пурăнакан Таня Алексеева. Сирĕн те кашнин çак ыйту çине хурав тупмалла. Текста вуланă май т\п сăмахсем тупатпăр (хула, çемье, хваттер, шкул, учительсем, туссем, асанне ялĕ, Чăваш ен тата Раççей). Кашни сыпăк пĕтĕмлетÿ тăвакан предложенипе пĕтет: «Ман шутпа, ку е вăл - Тăван çĕр-шыв».
Кайран ыйтусем çине хуравлатпăр, ачасем хăйсен презентаципе паллаштараççĕ. Пĕтĕмлетÿ ĕçĕ - кластер( Пăрачкав сали, çемье,тăвансем, хваттер, шкул, учительсем, туссем, урам, тавралăх, Сăр шывĕ )
Ку меслетпе ĕçлессин тĕллевĕ – ачасене шухăшлама хистесси, хăйсем тавра çаврăнса пăхма вĕрентесси, çывăххине хисеплеме, хаклама вĕрентесси.
5. Пиллĕкмĕш урокра « Манăн тăван хула» текста хăвăртах тишкерсе илтĕмĕр те краеведении музейне кайрăмăр. Ку урок-экскурси пулчĕ. Тăван хула пирки Таня Алексеева каласа парать. Пирĕн тĕллев- хамăрăн тăван ял, пирĕн тавралăх пирки нумай пĕлесси (кăçал Пăрачкав-420 çул тултарч\ ). Музейра ĕçлекенсемпе хутшăнтăмăр, ватă çынсемпе калаçрăмăр,унтах ача хатĕрленĕ презентаци пăхрăмăр.
Ытларах эпĕ 4-мĕш урок çинче чарăнасшăн. Ку урока эпĕ «Мĕнле хитре » сăвă текстчĕ вырăнне лартрăм. Текста Т.В.Артемьевăпа Г.Ф.Трофимов пухса хатĕрленĕ «Пĕчĕккисен кĕнеки» ятлă хрестоматирен и
А.Васильева
Тăван çĕр-шыв.
Кĕтмен çĕртен пĕчĕк хĕрĕм:
- Анне, эсĕ манăн Тăван çĕр-шыв-и?- тесе ыйтрĕ.
- Çук, Ирина, эпĕ санăн Тăван çĕр-шыву мар. Эпĕ, Ирина, санăн аннÿ.
- Мĕншĕн апла Тăван çĕр-шыва анне теççĕ? Ăçта вăл?
- Тĕрĕс калаççĕ, хĕрĕм. Тăван çĕр-шыв – кашни çыншăн анне. Маншăн та, аçушăн та, саншăн та, ытти нумай- нумай çыншăн та Тăван çĕр-шыв- анне.
Эпĕ санăн аннÿ. Эпĕ сана тăрантаратăп. Эпĕ сана усал йытăсем çыртасран,усал хурсем сăхасран, усал ачасем тивесрен сыхлатăп. Эпĕ сана юрататăп. Тăван ç\р-шыв та çапла. Пире тăрантарать, тумлантарать. Тăван çĕр-шыв пире юратса ÿстерет. Тăван çĕр-шыв пире усал тăшмансенчен сыхлать. Эсĕ халĕ пĕчĕк-ха. Ача садне çÿретĕн. Кам туса панă тетĕн çав ача садне? Тăван çĕр-шыв. Мĕн чухлĕ вылямалли тетте унта сирĕн! Вĕсене пĕтемпех Тăван çĕр-шыв панă. Ъссен эсĕ шкула кайăн. Шкулĕ те Тăван çĕ-ршывăн. Ăслă çитĕнччĕр тет Тăван çĕр-шыв ачисене. Çавăнпа, хĕрĕм, Тăван çĕ-ршыва анне теççĕ. Пирĕн Тăван çĕр-шыв пысăк. Ăна аннÿне юратнă пек юратмалла.
Текст ятне малтанах каламастпăр. Ăна ачасем кайранрах калĕç. Текст пуçламăшĕнче шухăшлавлă ыйту ( проблемный вопрос) пур : «Анне, эсĕ манăн Тăван çĕр-шыв-и?», «Мĕншĕн Тăван çĕр-шыва анне теççĕ?» Çак ыйту çине таянса иккĕлле дневник меслечĕпе текст тăрăх шырав ирттерĕпĕр.
Малтанах таблицăн пĕр енне текстра тĕл пулакан япала ячĕсене пуçламăш форминче çырăпăр, кайран вĕсен шутне палăртăпăр.
ятне çÿлти йĕркене çырăр.
Япала ячĕсен шутне пăхса текстăн темине паллă турăмăр: «Тăван çĕр-шыв» е «Тăван çĕр-шыв- анне пек», «Тăван çĕр-шыв – кашни çыншăн анне» Ку текстăн ячĕ пулчĕ те.
Глаголăн пуçламăш формисене пăхса проблемăна уçса калама çăмăл мар, мĕншĕн тесен глаголсен шучĕ пĕрпекрех. Çавăнпа та шухăшлавлă ыйту çине схема туса шырав ирттерĕпĕр.
[pic] Урокăн юлашки тапхăрĕсенче ачасемпе пĕрле пĕтĕмлетсе синквейнсем турăмăр.
Тăван çĕр-шыв Тăван çĕр-шыв
Пысăк , илемлĕ Илемлĕ,пысăк
Ъстерет, сыхлать,юратать. Упрать, сыхлать,юратать
Тăван çĕр-шыв пире юратса ÿстерет. Пирĕн Тăван çĕр-шыв пысăк
Пурнăç. Анне
Анне Анне
Ырă, тараватлă Хитре , кăмăллă
Юратать, ÿстерет, ачашлать Юратать, калать, ачашлать
Тăван çĕр-шыва анне теççĕ. Тăван çĕр-шыв анне пек.
Юрату Х\вел
«Иккĕллĕ дневник» меслечĕ ачасене тимлĕ пулма хистет; пуплев пайĕсене уйăрма, пусламăш формине лартма вĕрентет; шырама вĕрентет; пĕтĕмлетÿ тума х=н=хтарать. Текстпа ачасем нумай хутчен ĕçлеççĕ.
Çакăн пек информаципе хутшăну технологисене усă курса текстсене чарăнуллă вулав меслечĕпе, шухăшлавлă ыйту меслечĕпе, имманентлă анализăн « иккĕллĕ дневник» меслечĕпе, сиквейнсемпе, кластерсемпе ĕçлетĕп.
Усă курнă литература
Чăваш чĕлхи программи. Вырăс шкулĕн 1-4 класĕсем валли.Вырăс шкулĕн вĕрентÿ планĕпе ĕçлекен 1-4 классенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли минимум В.И.Игнатьева,Н.Н.Чернова, З.С.Антонова.- Шупашкар: Ч=ваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви,2008. –С.52-54
В.И.Игнатьева, Н.Н.Чернова .Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем .1 класс. Хушса çĕнетнĕ виççĕмĕш кăларăм.- Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви,2008.
М.К.Волков,О.И.Печников . Чăваш чĕлхине иккĕмĕшле е ютла вĕрентессин меслетлĕхĕ(методики).Хушса çĕнетнĕ иккĕмĕш кăларăм.- Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви,2008.
В.И.Игнатьева,Н.Н.Чернова, З.С.Антонова Вырăс шкулĕсенче чăвш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем . 2 класс.Хушса çĕнетнĕ 3-мĕш кăларăм.-Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ,2010.
И.А.Андреев,Р.И.Гурьева. Вырăс шкулĕн 6-7 класĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси. Методика сĕнĕвĕсем.-Шупашкар: Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн редакципе издательство пайĕ,2005.