Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ
Чăваш чĕлхипе литератури кафедри
Технологи картти
Урок теми: Хĕл çитрĕ
Чăваш чĕлхи: 5 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)
Хатĕрлекенĕ –
Шупашкар хулин
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 43-мĕш вăтам шкулĕнче
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Емельянова Ольга Александровна
Шупашкар – 2016
СОДЕРЖАНИ
1. ПРОЕКТ ЙĔРКИ
1. Предмет
2. Класс
3. Шкул
4. Тема (пай)
5. Урок теми
6. Урок тĕсĕ
7. Технологисем
8. Мелсемпе меслетсем
9. Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем
Права
Тĕллевпе тупсăм
Моральпа этика
10. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем
Йĕркелÿ
Хутшăну
Информаци
11. Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем
12. Литература теорийĕ
13. Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай; ă) çырма вĕрентмеллли пай.
15. Курăмлăх хатĕрĕсем
16. Кăтарту хатĕрĕсем.
17. Урок эпиграфĕ.
II. ПРОЕКТ РЕЗУЛЬТАЧĔ
Урокăн тулли технологи картти
Урокра усă курнă презентаци
1 . ПРОЕКТ ЙĔРКИ
Предмет: чăваш чĕлхи
Класс: 5 класс
Шкул: вырăс чĕлхиллĕ шкул
Тема (пай): лексика
Урок теми:Хĕлле.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли виçĕ тапхăрлă урок.
Технологисем: вăйă, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:
Ачасем çыхăнуллă пуплевне аталантарни
Хĕл илеме курма, туйма вĕренни
Ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни.
Ачасен тавракурǎмне пуянлатасси, тăван тавралăха сăнама, юратма, тĕнче илемĕпе киленме хăнахтарасси, унăн илемне упрама вĕрентесси, тĕрлĕ пулăма аталантарас туртăма аталантарасси.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:
Йĕркелÿ:
Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; пур ĕçе те кăмăлпа хутшăнма явăçни.
Хутшăну:
Тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, электрон пособипе, Интернетпа усă курса информаци тупма хăнăхни.
Информаци:
Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:
1. Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ:текста илемлĕ вулама, унăн илемне туйса ăнланма,тишкерме вĕренни, тытăмне кăтартни, хĕлле çинчен хăй шухăхне çыхăнуллă калани; урок вĕçĕнче ĕç юхăмĕн результачĕсене тĕрĕслени, хак пани;пĕлÿ шырас ĕçеплан тăрăх туса пыма хăнăхтарни.
2. Вĕрентÿ хевти-талпанавĕ: хĕлле тата унăн паллисене палăртса хайлаври сăнарсене хак пама пултарни.
Мелпе меслетсем: кашни хăй „мĕнле” пулнине хаклакан хĕвеллĕ кластерпа е синвейнпа кăсăклантарса яни; ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; эпизодсем тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтемлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарни, рольсемпе вулани, синквейн туни, хайлавăн тĕп шухăшне палăртакан йĕркесене тупса вулани. илемлĕ, ăнлантаруллă вулани; юптарусене шайлаштарса тишкерни; вуланă хайлава хак парани, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхани, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарани.
Теори: пулас вăхăт (пурлă форма) – будущее время (утвердительная форма).
Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: йĕри-тавра - кругом , чăтăмсăррăн – с нетерпеньем , витĕнчĕç - покрылось, лăплантартăм - успокоил,куç курать – глазать видят, пĕрре те - нисколько , саватпăр - обожаем, ярăннă вăхăтра – во время катания; ă) çырма вĕрентмеллли пай: йĕлтĕр, йăмăк, йĕри-тавра.
Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийĕ (кластерпа синквейн);, Интернетран илнĕ материалсем, кĕнекесем; валеçсе памалли материал (карточкăсем, икĕ вариантлă викторина).
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор, экран.
Урок эпиграфĕ: Акă çитрĕ сивĕ хĕл,
Илсе килчĕ сивĕсем.
Шурă юр та вичкĕн çил
Пĕрле килнĕ Çурçĕртен.(Н. Хушкина)
Предмет, класс Чăваш чĕлхи, 5 класс (вырăс шкулĕ)
Урок теми
Хĕл çитрĕ
Урок тĕллевĕсем
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем
(личностные результаты)
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем
(метапредметные )
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем
(предетные результаты)
1. Права:
Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарни
Хĕл илеме курма, туйма вĕренни
2. Тĕллевпе тупсăм:
Ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни
Моральпа этика:
Ачасен тавракурǎмне пуянлатасси, тăван тавралăха сăнама, юратма, тĕнче илемĕпе киленме хăнахтарасси, унăн илемне упрама вĕрентесси, тĕрлĕ пулăма аталантарас туртăма аталантарасси.
1. Йĕркелÿ:
Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; ăнлавсене хак пама (палăртма), пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.
2. Хутшăну:
Тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, электрон пособипе, Интернетпа усă курса информаци тупма хăнăхни.
3. Информаци:
Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.
1. Вĕрентекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ: : текста илемлĕ вулама, унăн илемне туйса ăнланма,тишкерме вĕренни, тытăмне кăтартни, хĕлле çинчен хăй шухăхне çыхăнуллă калани; урок вĕçĕнче ĕç юхăмĕн результачĕсене тĕрĕслени, хак пани;пĕлÿ шырас ĕçеплан тăрăх туса пыма хăнăхтарни.
2. Вĕрентÿ хевти-талпанавĕ: хĕлле тата унăн паллисене палăртса хайлаври сăнарсене хак пама пултарни.
Урок тĕсĕ
Содержани тăрăх – çĕнĕ темăна вĕренмелли урок.
Тĕллевĕ тāрāх – çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок
Форми тāрāх – вĕренÿ урокĕ
Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем
компьютер, проектор, Интернет-ресурс
Урокра кирлĕ кăтарту хатĕрĕсем
Слайдсем: «Хĕлле», « ыйтулллă хĕвеллĕ кластер», «„Ансăр” тата „Анлă” ыйтусем“, „Хĕлле“ хĕвеллĕ кластер; таблицăллă кластер тата синквейн, „Венн унки“, словарь ĕçĕ, викторина валли хатĕрленĕ ыйтусемлĕ картока, фонохрестомати (Юрă „Хĕлле“ ачасем ушкăнĕ)
Урок юхăмĕ
Урок тапхăрĕ Этап урока
Ĕçлевлĕхлĕн тĕп енĕсем
(вид деятельности)
Вĕрентекен ĕçĕ
Деятельность учителя
Вĕренекенсен
результачĕсем (ĕçĕ-хĕлĕ)
Деятельность ученика
Меслетсемпе
меслетсем
(приемы и стратегии)
I. Кăсăк-
лантарни
1.Класа йĕркелени, сывлăх сунни
Ачасене сывлăх сунать, урока хатĕррине тĕрĕслет
Вĕрентекене сывлĕх сунаççĕ,хăйсем урока хатĕррине тĕрĕслеççĕ, вырнаçса лараççĕ
Учитель сăмахĕ
2.Дежурнăпа калаçни
Дежурнăйпа калаçни
Ыйту-хурав
3. Фонозарядка( 2 слайд)
Фонозарядка.Класра туслă ĕçлессине йĕркелет
Ачасем учитель хыççăн калаççĕ:
Ĕ-лĕ-ĕл – çитрĕ сивĕ хĕл
Ÿ-ÿ-юр – ÿкрĕ шурă юр
Ă- ах- ăх – чÿречерен пăх
Ăх-ĕх-ух – урама эс тух
Хорпа сасăпа вулани, илемлĕ вулав
4.Урокра кăмăллă ĕçлеме хавхалантарни
Урокра кăмăллă ĕçлеме хавхалантарни:
- кам хăйĕн килти ĕçĕпе кăмăллă, çав тăрать
- сана мĕн кулянтарчĕ?Эсĕ мĕнпе кăмăллă мар?
Паян урокра пĕр йăнăшсăр сырма шутлакансем сулаха аллине çĕклеççĕ…
- Паян урокра доска умĕнче хуравлас текенсем сылтăм аллине çĕклеççĕ
Вĕрентекен каланă ĕссене пурнăçлани, ыйтусем çине хуравлани, хăйсем шухăшне палăртни.
5.Киле панă ĕçе тĕрĕслени
Киле ĕçе тĕрĕслени, йăнăшсене тÿрлетни
Килти ĕçе хуравлани
6.Çанталăк çинчен дежурнăйпа калаçни ( 3 слайд)
Ыйтусем парать
Дежурнăй ачасене çанталăк çинчен ыйтусем парать, ачасем хуравлаççĕ
Калаçу,
ыйту-хурав, диалог
7.Кроссвордри сăмахсене тупса урок темипе тĕллевне палăртни (4-5 слайд)
Кроссвордри сăмахсене тĕрĕс тупсан паянхи урок темин пĕлме май пуррине ăнлантарни. Ачасем хуравне итлени, йăнăшне тÿлетни, хушса калани (4-5 слайд).
Ачасене урокăн тĕллевне палăртма пулăшни:
-паянхи урокăн тĕллевĕсем мĕнле пулма пултараççĕ-ши?
Темăна çырса хуни
II. Ăнланса илни
(20-25 минут).
1.Грамматика материалĕпе ĕçлени. Пулас вăхăтпа ĕçлени. (6 слайд)
2.Грамматика материалне мĕнлерех ăша хывнине тĕрĕслесси. Вĕрен глагола сăпатлани (7 слайд).
3. Вĕренÿ кĕнекенчи (103 с.).
4.Текстпа ĕçлени. Словарь ĕçне пурнăçласси (йĕри-тавра - кругом , чăтăмсăррăн – с нетерпеньем , витĕнчĕç - покрылось, лăплантартăм - успокоил,куç курать – глазать видят, пĕрре те - нисколько , саватпăр - обожаем, ярăннă вăхăтра – во время катания). (8 слайд)
5. Учебникри "Хĕл çитрĕ" текста вуласа ăнланасси(9 слайд)
6. Суйлавлă вулав.
1. Слайд çинчи сăвва вулама хушни, çак сăввари глаголсене палăртма ыйтни.Глаголсем хăш вăхăтрине ыйтни.Пулас вăхăра ăнлантарса пани(6 слайд).
2.Ĕçе мĕнле ăнланнине ыйтусем çине хуравлани, ачасен хуравне итлени, хушса калани.
3. Ачасен вулавне итлени.Вĕçе-вĕçĕн вулаттарса 3-мĕш хăнăхтарăва (ее((пурнăçлани.
Слайд çинчи сăмахсемпе паллашаççĕ,
сăмахсене тĕрĕс вулама ыйтать .Пĕр ача вуласа вырăсла куçарни.
Çĕнĕ сăмахсемпе предложенисем тутарни
5.Текста вулама, куçарма ыйтать (9 слайд)
6.Текстра паян паллашнă çĕнĕ сăмахсене тата сăмах майлашĕвĕсене пур предложенисене тупса вулани.Текст тăрăх вĕрентекен калакан вырăс предложенисен эквиваленчĕсене тупса вулани.( 10слайд).
Пулас вăхăтри глаголсемлĕ предложенисене тупса вулани. Вырăсла куçарни.
1.Слайдри ÿкерчĕксене сăнани. Глаголсене тупни, вĕсен вăхăтне калани, çырса хуни.
2.Ыйтусем çине хуравлани.
3. Вĕренÿ кĕнекенчи (103с.) правилăна сасăпа вулани.3-мĕш хăнахтарăва туни.(7 слайд)
4.Çĕнĕ сăмахсемпе паллашаççĕ.
5.Текста вуласа куçараççĕ
1 абзац - вĕрентекенпе пĕрле вулаççĕ, куçараççĕ,
2 абзац - ăшра вулаççĕ, куçараççĕ,
3-4 абзац - черетпе вулаççĕ, куçараççĕ.
6.Ачасем шыраççĕ, тупаççĕ
1.Танлаштарни, правилăпа ĕçлени,
пĕтĕмлетӱ.
Ыйту-хурав,мăшăрпа ĕçлени, юлташ ĕçне хаклани.
Словарь ĕçĕ,
Вулав. Вĕренекен- хор.
Текстпа ĕçлени,
вулавпа куçару,
Ыйту-хурав,
Хорпа вулани,
пĕрле вулани,
ăшра вулани,
черетпе вулани.
Суйлавлă вулав, шырав,
текстăн тĕп шухĕшне палăртакан йĕркесене тупса вулани
7. Кану саманчĕ. "Чăрăш" кĕввипе тĕрлĕ хусканусем туни
Ачасене зарядка тума сĕнни
Илемлĕ хусканусем тăваççĕ
Кĕвĕ итлени,
Зарядка туни.
Сывлăха упрани
8. Вĕреннĕ материала çирĕплетни.
Ыйтусене хуравлани.
Текст тăрăх ыйтусем парать, хуравлама ыйтать. Учебникири ыйтусемпе ĕçлени. Учебникри (104 с.)
Вĕрентекен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ
Ыйтусем çине хурав тупма вĕренни, тема тăрăх калаçу иртттересси
9. Хĕвеллĕ кластера усă курса, хĕлле çинчен каласа пани
Кластер çинчи сăмахсене усă курса предложенисем тума сĕнет
Кластер сăмахесене ушкăнпа вулаççĕ, предложенисем тăваççĕ
Калаçу ирттерни.
Пĕрлештерӱ, çыхăнтару.Çыру ĕçĕ.
10."Хĕлле" синквейнпа ĕçлени (15 слайд)
11.Канса илни. Хĕлле çинчен тупмалли юмахсем тата хĕллехи сăнавсем(13-14 слайдсем)
12. Грамматикăпа лексика материалне çирĕплетесси
Хуравсене тупма хушать
Сăмахĕсен тупсăмне пĕлме сĕнет. Каларăшсем мĕне пĕлтернине ыйтини
Ĕç тетрадĕнчи 1-мĕш хăнăхтарупа ĕçлеттерет
Синквейн туни. Хĕлле мĕнле çинчен каласа параççĕ
Хĕлле çинчен тест çыраççĕ, глаголсене пулас вăхăтра лартса тухаççĕ. Юнашар лараканăн ĕçне тĕрĕслеççĕ
Суйлавлă вулав,
Шырав, тĕпчев, уйăру
Шырав, тупсăмне тупни
Хăнăхтарăва çырса пурнăçлани. Хăйсем тĕллĕн ĕçлени, пĕр - пĕрне тĕрĕслени, хăйсене оценка лартни
III. Рефлекси
инут).
Кăмăл карточкипе ĕçлесси.
Урокра ĕçленĕшĕн хăйсене паллă лартни.
.
Урока мĕнле ăнланнине оценка пама ыйтать: мĕне вĕрентĕр, мĕнле çĕнĕлĕхсем уçрăр, мĕн çинчен татах пĕлес килет тата ытти те. Ачасен хуравĕсене пĕтĕмлетет. Отметка лартни.
Хăйсен ĕçне хаклаççĕ, кăмăл - туйăмне тĕрлĕ тĕслĕ чечекпе палăртаççĕ. Тĕссен пĕлтерĕшне ăнлантаракан картăчкăпа усă курса конвертсенчен кирлĕ чечеке суйласа илеççĕ
Вĕренекенсем урока хаклаççĕ
Мана урок килĕшрĕ
Тĕлĕн
терчĕ
Нумай
çĕннине
пĕлтĕм
кичем пулчĕ
кантăм
Ăнлан
тăм
мана пур пĕрех
Ăнлан
марăм
Ытти
сене пулăш
рăм
Карточкăри ыйтусем çине хуравлани. Ачасем хăйсен ĕçне учитель кашни ача умне хунă карточка мелĕпе хаклани.
Суйлав, пĕтĕмлетӱ
Киле ĕç пани
(5 минут)
Суйлавлă киле ĕç пани
Урока вĕçлени.
Пĕрне суйласа илме сĕнет
1. Хĕр ачасен хĕлле çинчен пĕчĕк сăвă çырса килмелле.
2. Арçын ачасен вара хĕлле çинчен илемлĕ ÿкерчĕк ÿкерсе килмелле. 3. "Хĕл илемĕ" текста тепĕр хут вула(17 слайд)
Дневника çырса хураççĕ
Урокра усă курнă презентаци
[pic] [pic] [pic] [pic] [pic] [pic] [pic] [pic] [pic]
[pic] [pic] [pic]
Хушса пани
Ачасем çырнă синквейнсем (урок темипе килĕшÿллĕн)
хĕлле
сивĕ, шурă
савăнтарать, сивĕтет, илĕртет
хĕлле çанталăк сивĕтет
çулталăк вăхăчĕ
Хушса пани
« Мĕнле?» ыйтуллă хĕвел кластер
Çупкам кластер
Хушса пани
«Ансăр» тата «анлă» ыйтусем
- Ансăр” ыйтусем
„Анлă” ыйтусем
Юр çăвать-и?
Хĕвел пăхать – и?
Сана хĕл килĕшет-и?
Юптару миçе пайран тăрать?
Йери-тавтра мĕнле?
Урамра мĕн çăвать?
Таня хĕл çинчен мĕн калать? Мĕншĕн?Тупса вула.
Таньăпа Настя çунашкапа ярăнчĕç-и, эсир килĕшетĕр.-и?
Ярăннă вăхăтра хĕр ачасем мĕн турĕç?Вуласа пар.
Хушса пани
Кăмăл карточки
Мана урок Килĕшрĕ
Тĕлĕнтерчĕ
Нумай çĕннине пĕлтĕм
Кичем пулчĕ
Кантăм
Ăнлантăм
Мана пур пĕрех
Ăнланмарăм
Ыттисене пулăшрăм
Литература
1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2011.
2. Абрамова Г.В. Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли методика /Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2012.
3. Абрамова Г.В. Рабочая тетрадь к учебнику «Чăваш чĕлхи». 5 класс. Часть I / Г.В.Абрамова. – Чебоксары, 2011.
4. Абрамова Г.В. Обучение чувашскому языку в русскоязычной школе: методическое пособие / Г.В.Абрамова. – Чебоксары, 2009.
5.Крылова О.Н., Муштавинская И.В. Новая дидактика современного урокав условиях введения ФГОС ООО. Методическое пособие. ‒ СПб.: КАРО, 2013 (Серия «Петербургский вектор введения ФГОС основного общего образования»).
6.Крылова О.Н., Кузнецова Т.С. Рабочая программа: Методические рекомендации для разработки / О.Н. Крылова, Т.С. Кузнецова. ‒ СПб.: КАРО, 2014 (Серия «Петербургский вектор введения ФГОС основного общего образования»).
7.Трунцева Т.Н. Проектирование технологических карт уроков литературы и русского языка. 5-9 классы. М.:ВАКО, 2015 (Мастерская учителя-словесника).
22