Пояснительная записка
Тестовые задания для итогового контроля по предмету «Чувашский язык» для 6 класса предназначены для проведения промежуточной аттестации.
Использование итогового контроля будет способствовать формированию тематических знаний у обучающихся, навыков и умений учебной деятельности на минимальном и более высоком уровне.
Содержание всех тестовых заданий (в 2 вариантах) соответствует обязательному минимуму государственного стандарта основного общего образования.
Каждый вариант итоговой тестовой работы состоит из 20 заданий с вариантами ответов.
На выполнение тестовых заданий рекомендуется отвести 45 минут.
При оценке уровня сформированности тематических знаний и навыков учебной деятельности целесообразно использовать следующие критерии:
- при выполнении 90 - 100 % заданий ставится отметка «5».
- при выполнении 80 - 90 % заданий ставится отметка «4».
- при выполнении 60 - 80 % заданий ставится отметка «3».
Эталон ответов.
Пĕтĕмлетÿ тесчĕ
6 класс
1-мĕш вариант
1. Сиктерсе хăварнă сăмах вырăнне кирлĕ сăпат местоименийĕ лартăр.
… чăвашла пĕлетĕр-и?
А) эпир;
Ă) вĕсем;
Б) эсир;
В) вăл.
2. Талăкра миçе сехет?
А) çирĕм тăватă;
Ă) вун икĕ;
Б) утмăл;
В) пĕр.
3. Вăхăта тĕрĕс палăртăр.
08:30
А) сакăр сехет;
Ă) сакăр сехет те çирĕм минут;
Б) виçĕ сехет çурă;
В) сакăр сехет çурă.
4. Кам вăл кукка?
А) аннен пиччĕшĕ;
Ă) аннен ашшĕ;
Б) аттен ашшĕ;
В) аттен пиччĕшĕ.
5. Точкăсем вырăнне кирлĕ сăмахсем лартăр.
Хĕр ачан … (аппа) тата … (шăллăм) пур.
А) аппăшĕ, шăллу;
Ă) аппăшĕ, шăллĕ;
Б) аппу, шăллу;
В) аппа, шăллу;
6. Хисеп ячĕсене сăмахпа çырăр: 325 снегирей
А) виç çĕр çирĕм пиллĕк уйăп;
Ă) виç çĕр çирĕм пиллĕк уйăпсем;
Б) виç çĕр çирĕм пилĕк уйăп;
В) виç çĕр вăтăр пилĕк уйăп;
7. Ваттисен сăмахне кирлĕ сăмах хушса çырăр. … ĕçĕ ăнсах пырать.
А) ĕç;
Ă) ĕçрен;
Б) ĕçÿпе;
В) ĕçченĕн.
8. Калаçма сăмах формине палăртăр.
А) инфинитив;
Ă) причасти;
Б) деепричасти;
В) паллă ячĕ.
9. Вырăсларан чăвашла куçарăр: капустный лист.
А) купăста çулçă;
Ă) купăста çулçăсем;
Б) купăста çулçи;
В) купăстан çулçисем.
10. Малалла тăсăр. Юман вăрманĕ – юманлăх, хурăн вăрманĕ - … .
А) хурăнлăх;
Ă) хурăнлĕх;
Б) хырлăх;
В) шĕшкĕлĕх.
11. Вырăсларан чăвашла куçарăр: Добро пожаловать!
А) Ырă сунса кĕтетпĕр!
Ă) Телейлĕ çул пултăр!
Б) Сывлăх сунатăп!
В) Ырлăх-сывлăх сунатăп!
12. … Бичурин
А) Никита Иванович
Ă) Иван Никитич
Б) Никита Яковлевич
В) Иван Яковлевич
13. Бичурин … районĕнче çуралнă.
А) Шупашкар;
Ă) Çĕмĕрле;
Б) Пăрачкав;
В) Муркаш.
14. К.Иванов … поэма авторĕ.
А) «Сарпике»;
Ă) «Нарспи»;
Б) «Айтар»;
В) «Салампи».
15. Никита Бичурин … 14 çул пурăннă.
А) Японире;
Ă) Монголире;
Б) Китайра;
В) Индире.
16. Етĕрне … шывĕ хĕрринче вырнаçнă.
А) Сăр;
Ă) Атăл;
Б) Çавал;
В) Кĕтне.
17. Хăш сăмаха йăнăш куçарнă?
А) чĕкеç - ласточка;
Ă) шăпчăк - соловей;
Б) шăнкăрч - скворец;
В) ÿхĕ - сова.
18. Сĕтрен … тума пулать.
А) çăмарта;
Ă) салат;
Б) тăпăрчă;
В) кукăль.
19. Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине мĕнле ÿсен-тăрансене кĕртнĕ?
А) лантăша, кăкшăм курăкне;
Ă) хĕвел çаврăнăша, хура тула;
Б) пилеш курăкне, пиçене;
В) тюльпансене.
20. Кирлĕ евĕрлев сăмахĕ лартса çырăр. Картишĕнче йытă …! тесе вĕрет.
А) хам-хам-хам!
Ă) гав-гав-гав!;
Б) хав-хав-хав!;
В) хăр-хар!
Пĕтĕмлетÿ тесчĕ
6 класс
2-мĕш вариант
1. Сиктерсе хăварнă сăмах вырăнне кирлĕ сăпат местоименийĕ лартăр.
… миçемĕш класра вĕрентĕн?
А) эпир;
Ă) вĕсем;
Б) эсĕ;
В) вăл.
2. Минутра миçе çеккунт?
А) çирĕм тăватă;
Ă) вун икĕ;
Б) утмăл;
В) пĕр.
3. Вăхăта тĕрĕс палăртăр.
10:30
А) вунă сехет çурă;
Ă) вунă сехет те çирĕм минут;
Б) виçĕ сехет çурă;
В) вунă сехет те хĕрĕх минут.
4. Кам вăл кукка?
А) аттен пиччĕшĕ;
Ă) аннен ашшĕ;
Б) аттен ашшĕ;
В) аннен пиччĕшĕ.
5. Точкăсем вырăнне кирлĕ сăмахсем лартăр.
Ленăн … (атте) 37 çулта, … (анне) 35 çулта.
А) ашшĕ, анне;
Ă) атте, амăшĕ;
Б) ашшĕ, амăшĕ;
В) атте, анне;
6. Хисеп ячĕсене сăмахпа çырăр: 476 ястребов
А) тăват çĕр çитмĕл улттă хурчка;
Ă) тăват çĕр çитмĕл ултă хурчка;
Б) тăват çĕр çитмĕл ултă хурчкасем;
В) тăват çĕр вун ултă хурчка.
7. Ваттисен сăмахне вĕçлĕр. Тухман çын тухсан … .
А) тăман тухать;
Ă) çиçĕм çиçет;
Б) хĕвел пăхать;
В) çумăр çăвать.
8. Шутласан сăмах формине палăртăр.
А) инфинитив;
Ă) причасти;
Б) деепричасти;
В) паллă ячĕ.
9. Вырăсларан чăвашла куçарăр: шелуха лука.
А) сухан хуппи;
Ă) сухан хупписем;
Б) сухан çулçи;
В) сухан çулçисем.
10. Малалла тăсăр. Шĕшкĕ вăрманĕ – шĕшкĕлĕх, çăка вăрманĕ - … .
А) хурăнлăх;
Ă) çăкалăх;
Б) çăкалĕх;
В) шĕшкĕлĕх.
11. Вырăсларан чăвашла куçарăр: Счастливого пути!
А) Ырă сунса кĕтетпĕр!
Ă) Телейлĕ çул пултăр!
Б) Сывлăх сунатăп!
В) Ырлăх-сывлăх сунатăп!
12. … Николаев
А) Андриян Григорьевич
Ă) Григорий Андриянович
Б) Иван Яковлевич
В) Николай Андриянович
13. Алексей Крылов … районĕнче çуралнă.
А) Шупашкар;
Ă) Çĕмĕрле;
Б) Пăрачкав;
В) Муркаш.
14. Чăваш театрне … йĕркеленĕ.
А) И.С.Максимов-Кошкинский;
Ă) П.Н.Осипов;
Б) И.Я.Яковлев;
В) К.В.Иванов.
15. Чăваш театрĕ умĕнче … палăкĕ пур.
А) Çеçпĕл Мишши;
Ă) А.С.Пушкин;
Б) К.В.Иванов;
В) П.Хусанкай.
16. Çĕрпÿ … шывĕ хĕрринче вырнаçнă.
А) Сăр;
Ă) Атăл;
Б) Çавал;
В) Кĕтне.
17. Хăш сăмаха йăнăш куçарнă?
А) ула такка - дятел;
Ă) ула курак - грач;
Б) тăмана - сова;
В) чакак - сорока.
18. Çăнăхран … пĕçереççĕ.
А) сĕт;
Ă) икерчĕ;
Б) уйран;
В) çу.
19. Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине мĕнле ÿсен-тăрансене кĕртнĕ?
А) георгинсене;
Ă) хĕвел çаврăнăша, хура тула;
Б) пилеш курăкне, пиçене;
В) чăпăл курăкне, çеçпĕле;
20. Кирлĕ евĕрлев сăмахĕ лартса çырăр. Ирхине автан … тесе авăтать.
А) ку-ка-ре-ку!
Ă) ки-ки-ри-ку!
Б) кăт-кăтик!
В) кăт-кăт-кăтик!