Конспект урока на тему Мама на чувашском языке (3 класс для русских школ)

Автор публикации:

Дата публикации:

Краткое описание: ...


Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс шкулĕн 3-мĕш класĕ валли)

Урок теми: Анне

Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăпа паллашмалли урок

Урок тĕллевĕсем: 1) вĕренекенсене аннене юратма, хисеплеме вĕрентесси; 2) паллă ячĕсене чи сăмахпа тĕрĕс çыхăнтарма ачасене вĕрентесси; 3) фонетика, лексикăпа грамматика, вулавпа куçару, диалогпа çыру хăнăхăвĕсене аталантарасси; 4) вĕренекенсен тавра курăмне анлăлатасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, вĕренÿ кĕнекисем, çыру тетрачĕсем, валеçсе памалли карточкăсем, смайликсем, чечеклĕ стикерсем, хутран касса тунă чечек кăкшăмĕ…

Урок юхăмĕ

I.Урока йĕркелесе яни

- Сывлăх сунатăп пурне те. Чăваш чĕлхи урокне пуçлатпăр. Сире курма питĕ хавас. Сирĕн ĕслес кăмăлсем мĕнлереххине пĕлер-ха. Кам савăк кăмăллă, урокра тăрăшса ĕçлес тет, çавă савăнăçлă смайлике кăртать. Кам урокра ĕçлеме хатĕрех мар, тен кăштах вăтанать, вăл хурлăхлă смайлике кăтартать.

Пĕр-пĕрин çине пăхар та йăл кулар, малалла ĕçлеме пуçлар.

Паян сирĕнпе çĕнĕ грамматика материалĕпе , çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр, тĕрлĕ ĕçсем тăвăпăр. Урокра тимлĕ пулмалла, пĕр-пĕрне итлемелле, йывăр пулсан пулăшмалла.

II. Урок материалĕпе ĕçлени

1) Сасă хăнăхăвĕ (фонозарядка)

- Чăвашла калаçма чĕлхесене хăнăхтарар-ха. Экран çина пăхăр, мана тимлĕ итлĕр, ман хыççăн калăр.

ĕ-ĕ-ĕп вĕренетĕп

ă-ă-ăп вулатăп

ÿ-ÿ- çÿ çÿретĕп

ç-ç-çы çыратăп

- Халĕ ыйтусене хуравлăр.

- Эсĕ миçемĕш класра вĕренетĕн?

- Миçемĕш шкула çÿретĕн?

- Эсĕ чăваш чĕлхи урокĕнче мĕн тăватăн?

_ Маттур, ачасем!

2) Урок темипе паллаштарни

- Урок темине сирĕн хăвăрăн пĕлмелле. Вăл панă ребусра пытаннă. Кам хăвăртрах тупсăмне тупать, алă çĕклесе урок темине калать.




[pic]

- Тĕрĕс. Ребусра АННЕ сăмах пытаннă. Паянхи урок теми - «Анне». Кĕçех аннесен уявĕ пулать, çавăнпа та пирĕн урок теми питех те актуаллă.


3) Словарь ĕçĕ

- Халĕ вара çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр. Вĕсем пире кăшт каярах вулакан сăвва ăнланма пулăшĕç.

яланах – всегда

çепĕç – нежно

шăкăл-шăкăл – тихо-мирно

шăратать – поёт

тăрăшать – старается

а) вĕрентекен хыççăн тĕрĕс вулани;

ă) сăмахсене вырăсла куçарни (аялтан туртнă сăмахсене ачасем словарьте шыраса тупаççĕ, ыттисене вĕрентекен калать);

б) сăмах çаврăнăшĕсемтуни;

в) сăмахсен куçарăвĕсене астуса юлнине тĕрĕслени;

г) предложение анлăлатни

Анне калаçать.

Анне çепĕç калаçать

Анне яланах çепĕç калаçать

Манăн анне яланах çепĕç калаçать


4) Кĕнекери сăвăпа ĕçлени (142-мĕш стр., 1-мĕш хăнăхтару)

-Эпĕ «Кам-ши вăл?» ятлă сăвва вулăп. Эсир тимлĕ итлĕр те сăвăра кам çинчен каланине пĕлме тăрăшăр.

а) вĕрентекен кăтартÿллă вулани;

ă) ыйтăва хуралани (сăвă анне çинчен);

б) палăртуллă вулама хăнăхни;

г) чепетпе пĕрер предложени вуласа вырăсла куçарни;

д) хорпа вулани.

- Маттур, ачасем. Анне çинчен çырнă сăвăпа паллашрăмăр. Анне – ырă, ĕçчен, çепĕç…Ун çинчен татах та нумай калама пулать.

- Халĕ вара 2-мĕш хăнăхтарура панă сăмахсене вуласа куçарар.

5) Грамматика материалĕпе ĕçлени.

а) паллă ячĕсене вуласа вырăсла куçарни;

ă) паллă ячĕсене чи (самый) сăмахпа тĕрĕс вулани;

б) чи сăмах хушăннипе паллă ячĕсем мĕнле улшăннине сăнани, пĕтĕмлетÿ патне хăйсем тĕллĕн çитни)

  • Уçă сас паллипе пĕтекен паллă ячĕсем çумне чи сăмах хушăнсан юлашки сас палли тухса ÿкет, и сас палли хушăнать.

Тĕслĕх: илемлĕ – чи илемли

  • Хупă сас паллипе пĕтекен паллă ячĕсем çумне чи сăмах хушăнсан юлашки хупă сас палли çумне тепĕр хупă саспалли тата и сас пали хушăнать.

Тĕслĕх: лайăх – чи лайăххи

  • Астумалли ! Ă, ĕ саспаллипе пĕтекен паллă ячĕсемпе тимлĕрех пулмалла. Енчен те сăмах вĕçĕнчи ă, ĕ умĕнче пĕр хупă саспалли çеç, сăмахра икĕ сыпăк çеç пулсан, чи сăмах хушăннă чух юлашки уçă саспалли и сас паллипе улшăнать, ун умне тепĕр хупă сас пали хушăнать.

Тĕслĕх: ы-рă – чи ырри

вĕ-тĕ – чи вĕтти

5) 3-мĕш хăнăхтару

Паллашнă грамматика материалĕпе çыхăннă схемăсене пăхса ăнланни, вĕсене вулама вĕренни, каласа пама хăнăхни.



III. Кану тапхăрĕ (паллă ячĕсемпе çыхăннă)

Вăйă «Пысăк, пĕчĕк, вăйлă,

Пысăк, пĕчĕк, сарлака.»

-Юлашки сăмахĕ ялан улшăнать. Сирĕн тимлĕ пулмалла. Мĕн илтнине туса кăтартмалла.


IV. Вĕреннĕ материала çирĕплетни

1) Çыру ĕçĕ (4-мĕш хăнăхтару)

- Кĕнекери 4-мĕш хăнăхтарăва пăхăр, панă паллă ячĕсене чи сăмахпа тĕрĕс çыхăнтарăр. Пĕр-пĕрин сăмахне тимлĕ итлĕр, хăвăр шухăша ыттисене пĕлтерĕр. Сăмаха тĕрĕс мар вуланине сиссен алă çĕклĕр, пĕр-пĕрне пулăшăр.

Пысăк, кĕске, са-рă, таса, вăйлă, си-вĕ, ă-шă, пĕчĕк…


2) Диалог тăвасси


- Санăн аннÿ мĕн ятлă?

-…

- Эсĕ ăна юрататăн-и?

- …

Санăн аннÿ мĕнле?

- …

а) вĕрентекен ыйтусем пани;

ă) мăшăрсенче хăйсем тĕллĕн хуравлама хăнăхни;

б) 2-3 мăшăрне сасăпа калаттарни

- Маттур, ачасем. Кашниншĕн анне чăнах та чи лайăххи, чи ĕçченни, чи илемли.


3) Ваттисен сăмахĕсене вуласа ăнланни

Ахальтен мар ĕнтĕ чăвашсем «Анне ăшши хĕвел пек» теççĕ. Анне çинчен каланă ваттисен сăмахĕсем ытти халăхсен те нумай. «Анне чĕри хĕвелтен те ытларах ăшăтать»,- теççĕ вырăссем. «Анне пулмасан хĕвел те ăшăтмасть». Ку вара Украина халăхĕн ваттисен сăмахĕ. Халăхĕ тĕрлĕрен пулин те шухăшĕ пурин те пĕрех. Пурте харпăр хăйĕн амăшне юратаççĕ, хисеплеççĕ, хĕвелпе танлаштараççĕ.


4) Кластер туни.

- Пирĕншĕн те анне хĕвел пекех ăшă, хĕвел пекех çутă, хĕвел пекех кирлĕ. Халĕ хамăрăн аннесене аса илсе хĕвеллĕ кластер тăвăпăр.




хитре ĕçчен

[pic]

ырă лайăх


- Кам çак сăмахсене чи сăмахпа çыхăнтарса калать? (пĕри калать)

- Халĕ вара пурте пĕрле калăпăр.


V. Килте тумалли ĕç пани

Килти ĕç икĕ тĕрлĕ пулать. Эсир хăвăра килĕшекен ĕçе суйласа илсе тума пултаратăр.

а) 5-мĕш хăнăхтарура панă паллă ячĕсене чи сăмахпа тĕрĕс çыхăнтарса вулама хăнăхăр. Урокра тунă тĕслĕхсемпе, кĕнекере панă схемăсемпе усă курăр.

ă) Килте анне сăнарне ÿкерĕр. Йĕри тавра ăна сăнлакан 4-5 паллă ятне чи сăмахпа çыхăнтарса çырăр.

VI. Урока пĕтĕмлетни

  1. Рефлекси

- Ачасем, эсир урокра мĕнле кăмăлпа ĕçленине пĕлес килет. Доска çинче чечек кăкшăмĕ. Халлĕхĕ унта чечексем çук. Эпир ăна аннесене халалласа чечексемпе тултарăпăр. Кама паянхи урок питĕ килĕшрĕ, вăл кăкшăма хĕрлĕ чечек пырса лартать. Кам урок аван иртрĕ тесе шутлать, вăл сарă чечек лартать. Кама урок пачах та килĕшмерĕ, вăл вазăна кăвак чечек лартать. Тархасшăн. (Вĕрентекен ачасенчен урокра мĕн килĕшни пирки ыйтса пĕлет)

  1. Вĕрентекенĕн пĕтĕмлетĕвĕ, сĕнĕвĕ.

( Аннесене юратса, хисеплесе ÿнерçĕсем укерчĕксем укерни, скульпторсем палăксем тата скульптурăсем туни, режиссёрсем кино ÿкерни, сăвăçсем сăвă çырни, юрăçсем юрă юрлани çинчен каласа пани, вĕсен тĕслĕхĕсемпе аннесене хисеплемелли çинчен калани, урока анне çинчен юрлакан клипа пăхнипе вĕçлени.)