Викторина Просветитель чувашского народа И.Я.Яковлев

Автор публикации:

Дата публикации:

Краткое описание: ...


Чувашский язык (Чăваш чĕлхи)

Диаспора (2016-2017)

Муниципальный этап

Общеобразовательные организации с изучением чувашского языка

7 класс

Вопросы (Ыйтусем)


Текста вулăр, хушнă ĕçсене тăвăр.

(1)Кашкӑр пӗр путек ҫырма хӗрринче шыв ӗҫнине курнӑ. (2)Ҫак путеке ун пит тытса ҫиесси килсе кайнӑ. (3)Кӑна ку ӑҫтан та пулин айӑпласшӑн кӑшкӑрса пӑрахса калать:

– Эсӗ шыва пӑтрататӑн, мана ӗçме памастӑн, – тет.

(4)Путекки калать:

– Ах, кашкӑр, эпӗ шыва епле пӑтратам? (5)Эпӗ санран анатарах тӑратӑп-ҫке, ӗҫессе те тута вӗҫӗпе анчах ӗҫетӗп, – тет.

(6)Кашкӑрӗ калать:

– Эппин тата мӗншӗн эсӗ иртнӗ ҫура манӑн аттене темӗн те пӗр каласа пӗтертӗн? – тет.

(7)Путекки калать:

– Кашкӑр, вара иртнӗ ҫура эпӗ ҫуралайман та-ҫке, – тет.

(8)Кашкӑр ҫапла шалт ҫилленсе ҫитнӗ те каланӑ:

– Сана тавлашса ҫӗнтереймӗн, эпӗ халь выҫӑ, ҫавӑнпа ҫиетӗп ӗнтӗ сана, – тенӗ.


Ĕçсем

1. Текстăн кĕске планне тăвăр.

2.Текстран тискер чӗр чун ятне çырса илĕр, ӑна вырăсла куçарăр. Тепӗр 4 тискер чӗр чун ятне ҫырӑр, вырӑсла куҫарӑр.

3. 1-мĕш предложенире кашкӑр сӑмах мӗнле ыйту ҫине хуравлать? Ыйтăвне çырăр, мĕншĕн çапла пулнине ăнлантарăр.

4. 8-мĕш предложенирен паллă ятне çырса илĕр, унӑн антонимне тупăр.

Антонимсенчен пулнӑ 3 ваттисен сӑмахӗ ҫырӑр.

5. Хӑшӗ хӑшӗнпе тÿр килет?

1) вӑйлӑ; 2) йывӑр; 3) кахал; 4) хитре; 5) ҫӑмӑл.

а) наян; ӑ) илемлӗ; б) патвар; в) ансат; г) кӑткӑс.

6. Предложенисене чăвашла куҫарӑр.

Приглашаем вас к столу.

Большое спасибо за угощенье.

На здоровье!

Нам пора уходить.

Приходите к нам еще.

7. Кирлӗ формӑра лартӑр.

Санӑн (анне) миҫе ҫулта?

Унӑн (анне) вӑтӑр виҫӗ ҫулта.

Санӑн (атте) чӑвашла пӗлет-и?

Санӑн (асанне) миҫе ҫулта?

Санӑн (асатте) миҫе ҫулта?

8. Кашкӑр сӑмахпа 5 ваттисен сӑмахӗ тупӑр.

Кинемейӗн килӗнче

Килти выльӑх пит нумай:

Ӗне, лаша, сысна пур,

Пӑрупала тӑрна, хур.

Хӑшӗ кунта ытлашши?

Хӑне пӗлсе калӑн-ши?

10. Раҫҫей Федерацийĕнче кӑҫалхи ҫула кама е мĕне халалланӑ? Ҫакӑн ҫинчен 4 предложени ҫырӑр.

Чувашский язык (Чăваш чĕлхи)

Диаспора (2016-2017)

Муниципальный этап

Общеобразовательные организации с изучением чувашского языка

8 класс

Вопросы (Ыйтусем)


Текста вулăр, хушнă ĕçсене тăвăр.

(1)Тилӗ тӑрнана хӑй патне хӑнана йыхӑрса кайнӑ тет. (2)Тӑрнана ҫитерме ку пӑтӑ пӗҫернӗ тет. (3)Пӑттине ӑшӑх тирӗк ҫине сӗркелесе анчах лартнӑ тет тӑрна умне.

(4)– Ҫиех, тӑрна тус, ҫиех! – тесе сӗнет тет хӑй. (5)Тӑрна вӑрӑм сӑмсипе пӑтта тӑк-так, тӑк-так тутаркаларӗ тет, ҫӑварне нимӗн те кӗмерӗ тет. (6)Тилӗ вара кайран хӑна валли антарнӑ пӑттине хӑех ҫуласа ячӗ тет.

(7)Тепӗр кунне тата тилле хӑй патне тӑрна хӑнана йыхӑрса кайрӗ тет. (8)Пӗҫерчӗ тет ку яшка. (9)Ӑна тилӗ умне вӑрӑм мӑйлӑ кӑкшӑм ҫине антарса лартрӗ тет.

(10)– Ҫиех, тилӗ тус, ҫиех! – тесе сӗнет тет. (11)Тилӗ кӑкшӑм йӗри-тавра кускаласа ҫÿрерӗ-ҫÿрерӗ тет, тутанса та пӑхаймарӗ тет тӑрна яшкине. (12)Тӑрна хӑйӗн вӑрӑм мӑйне кӑкшӑм ӑшне чиксе ячӗ тет, яшкине хӑех ҫисе пӗтерчӗ тет. (13)Кайран:

– Ятлаҫупа ан кай ӗнтӗ, тилӗ тус! – тесе ӑсатса ярать тет лешне.

(14)Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ теҫҫӗ.


Ĕçсем

1. Текстăн кĕске планне тăвăр.

2.Текстран кайӑк ятне çырса илĕр, ӑна вырăсла куçарăр. Тилӗ сӑмахпа синквейн ҫырӑр.

3. Текстри паллă ячӗсене çырса илĕр, вӗсен антонимӗсене тупăр. Кайран пурне те вырӑсла куҫарӑр.

4. Текстра евӗрлев сӑмахӗ(сем) тупӑр. Эсир тата мӗнле евӗрлев сӑмахӗсене пӗлетӗр? 4 тӗслӗх ҫырӑр.

5. Текстран апат-ҫимӗҫ ячӗсене ҫырса илӗр, вырӑсла куҫарӑр. Тилӗ пӗҫернӗ апат тӗсӗсене (мӗнле кӗрперен пӗҫернине кура) 4 тӗслӗх ҫырӑр, вырӑсла куҫарӑр.

6. Текстра ваттисен сӑмахӗ тупӑр, вырӑсла куҫарӑр. Апат ячӗ тӗл пулакан тепӗр 3 ваттисен сӑмахӗ ҫырӑр.

7. Кирлӗ формӑра лартӑр.

Чӑваш (ҫӗр-шыв) пысӑк мар. Вӑл Вӑтам Атӑл (тӑрӑх) вырнаҫнӑ. Европӑри Нидерланд лаптӑкӑшӗ Чӑваш (ҫӗр-шыв) икӗ хут пысӑкрах. Чӑваш (Республика) тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Чӑвашсем хӑйсен (кÿршӗ) туслӑ пурӑнаҫҫӗ.

8. Ҫак йӗркесене кам ҫырнӑ?

Чи кирлӗ, чи хисеплӗ предмет вӑл – тӑван чӗлхе. Унта – тӑван ҫӗр-шыв, пурнӑҫ, тӑван халӑх, унӑн ӗмӗчӗ, телейӗ. Ӗмӗр пурӑн ҫӗр-шывра, ӗмӗр вӗрен тӑрӑшса тӑван чӗлхене.

9. Ытлашшине тупăр, чĕрĕ чун ячĕсене вырăсла куçарăр.

Тилӗ, кашкӑр та упа,

Пурӑш, чӗрӗп, тӑмана

Ав выляҫ пытанмалла

Эсӗ вара, канмалла,

Туп ытлашшине, сӑна.

10. «Хӑнара» темăпа 10 предложенирен тӑракан диалог ҫырса парӑр.

Чувашский язык (Чăваш чĕлхи)

Диаспора (2016-2017)

Муниципальный этап

Общеобразовательные организации с изучением чувашского языка

9 класс

Вопросы (Ыйтусем)


Текста вулăр, хушнă ĕçсене тăвăр.

(1)Пирӗн енче пулла тӗрлӗ майпа тытаҫҫӗ: ушкӑнпа пулсан – сӗрекепе, пӗччен-иккӗн – атмапа, шакӑпа, вӑлтапа, алапа.... (2)Хӗлле кÿлӗри пулла пӑр ҫине чукмарпа ҫапса анратса та тытакансем пур. (4) Теприсем ҫуркунне, кÿлӗри пулӑ пӑчӑхса виле пуҫласан, пӑр ҫине вак касса ÿпле пекки туса лартаҫҫӗ. (5)Хӑш-пӗр ҫулсенче вара турттарса ӗлкӗрме ҫук. (6)Вакран, ҫурса янӑ тулли михӗрен тӑкӑннӑ пек, пӗр вӗҫӗмсӗр пулӑ тухса тӑрать.

(7)…Пулӑ тытнӑ чухнехи пек ниҫта та савӑнмасть пулӗ ҫын! (8)Йӗри-тавра хӑмӑшсем чӑштӑртатса лараҫҫӗ, вӑрман тӗлӗрет.(9)Йывӑҫсем йӑлтах шыва пуҫхӗрлӗ ÿссе ларнӑ. (10)Сана тем ҫинчен каласа панӑ пек, уру патӗнчех шыв хуллен шӑмпӑртатать, чÿхенет.

(11)Карт! туртатӑн та вӑлта хуллине, ҫыран хӗррине шалча пек шӗвӗр ҫуйӑн пулӑ тухса выртать. (12) Вӑл хӑйӗн мӑка сӑмсипе унта-кунта тӗккелет, уссийӗсене сиктеркелет те часах шывра усӑнса тӑракан миххе кӗрсе ÿкет.

(13)…Ҫӗрӗпех Кӗркури шыв хӗрринче пулӑ тытса ларать. (14)Ҫутӑлас енне кайсан шыв ҫине тӗтре йӑсӑрланса тухать. (15)Халех ӗнтӗ шакӑсемпе шерлӗксене кайса тӗрӗслемелле. (16)Вӑхӑтра ҫитсе ӗлкӗреймесен ҫӑрттансем вӑлта ҫине тӑрӑнтарнӑ апатне кӑна мар, шерлӗке ҫиппи-мӗнӗпех шыва туртса кайма пултараҫҫӗ.


Ĕçсем

1. Текстăн кĕске планне тăвăр.

2.Текстран пулӑ ячӗсене çырса илĕр, вӗсене вырăсла куçарăр. Тепӗр 3 пулӑ ятне ҫырӑр, вырӑсла куҫарӑр.

3. 1-мӗш предложениен пулӑ тытмалли хатӗрсене ҫырса тухӑр, вырӑсла куҫарӑр.

4. Текстра евӗрлев сӑмахне тупса ҫырӑр. Текстра евӗрлев сӑмахӗнчен пулӑннӑ глаголсем те пур, вӗсене тупӑр та мӗнле евӗрлев сӑмахӗнчен пулӑннине палӑртӑр.

5. Ваттисен сӑмахӗсене вӗҫлӗр.

Уй куҫлӑ, ….

Ӗҫрен ан хӑра, ….

Сивӗ яшка сивӗтмест, ….

Нумай та пӗтет,….

Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ….

6. Хӑшӗ хӑшӗнпе тÿр килет?

1) ӑс; 2) декабрь; 3) каччӑ; 4) нарӑс; 5) ответ.

а) хурав; ӑ) йӗкӗт; б) раштав; в) февраль; г) тӑн.

7. Хитре хӗре сӑнлакан сӑмах майлашӑвӗсем (5-рен кая мар) ҫырӑр.

8. Кирлӗ формӑра лартӑр.

Салампи (театр) спектакль курма каять. Пичче Чӑваш патшалӑх (университет) вӗренсе тухрӗ. Магазин сакӑр (сехет) ӗҫлеме пуҫлать. Ку автобус Канаш (хула) каять. Поезд (Мускав) килчӗ.

9. Тупсӑмĕсене пӗлӗр.

Тÿперен вӗҫсе анатӑп

Тӗнчене шап-шур туса.

Кӗввӗме асра тытатӑн

Сас палли хыҫа хушсан.

10. И.С. Максимов-Кошкинский ятпа синквейн ҫырӑр.

Чувашский язык (Чăваш чĕлхи)

Диаспора (2016-2017)

Муниципальный этап

Общеобразовательные организации с изучением чувашского языка

10 класс

Вопросы (Ыйтусем)


Текста вулăр, хушнă ĕçсене тăвăр.

(1)Ытти чӗр чунсемпе пӗрлех пирӗн вӑрмансенче пурӑш текен тискер кайӑксем те курӑнкалаҫҫӗ. (2)Пурӑш вӑтам йытӑ пек, анчах лутра туналлӑ та сарлака ҫурӑмлӑ, тӑлпас. (3)Ӑна ҫапӑҫура сайра йытӑ кӑна ҫӗнтерме пултарать. (4)Питӗ вӑйлӑ пулсан та пурӑш чӑркӑш чӗр чун мар, ҫапӑҫма юратмасть, часрах шӑтӑкне тарса кӗме тӑрӑшать. (5)Хӑй ҫине кӗтмен ҫӗртен тапӑнсан е амантсан ҫеҫ вӑл пӗр кӗтÿ йытӑпа кӗрешет, вӗсене ҫырта-ҫырта ҫурать.

(6)Пурӑш сысна тирӗ пекех хулӑн тирлӗ, мӑнтӑр. (7)Ҫӑмӗ шултра, сысне шӑрчӗ пек пӗрчӗн-пӗрчӗн тӑрать. (8)Тирне тунӑ чух унӑн ҫӑмне уйӑрса илеҫҫӗ те щеткӑсем е сӑрламалли мелкесем туса кӑлараҫҫӗ. (9)Какайне ҫиеҫҫӗ. (10)Тирӗнчен ҫирӗп сӑран пулать.

(11)Хӗлле пурӑш, упа пек, шӑтӑкра ҫывӑрать. (12)Теплерен пӗрре ҫеҫ, ӑшӑ кунсенче, вӑл уҫӑлма, юр хыпкалама, выртса йӑваланса тирне тасатма тухать.(13)Шӑтӑкне ҫак чӗр чун ҫын ҫÿремен кӗтесе, сӗм вӑрмана, тӗмӗсемпе сӑртсен хӗвел енчи питне, юхан шыв ҫывӑхнерех тума юратать. (14)Тӑшмансенчен хӑтӑлма вӑл пӗр йӑванах темиҫе ҫӗртен кӗрсе тухмалли ҫул чавса уҫать.

(15)Пурӑш – пыран кайӑк, вӑл ÿсен-тӑран тымарне те, хурт-кӑпшанка та, ӑмансене те, шӑшисемпе шапасене те пӗр пекех юратса ҫиет.


Ĕçсем

1. Текстăн кĕске планне тăвăр.

2.Текстра сӑмах мӗнле тискер чӗр чун ҫинчен пырать? Ҫав сӑмаха ҫырӑр, вырӑсла куҫарӑр, синквейн ҫырӑр.

3. 15-мӗш предложенирен паллӑ ятне ҫырса илӗр, вырӑсла куҫарӑр, синонимӗсене (2-рен кая мар) тупӑр.

4. Кирлӗ формӑра лартӑр.

Ачасем (шкул) таврӑнаҫҫӗ. Мана юлташ (хӑна) чӗнчӗ. Эпӗ (Хусан) юлташ патне ҫыру ятӑм. Театра эпӗ (юлташ) каятӑп. Вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика (университет) вӗренет.

5. Ваттисен сӑмахӗсене вӗҫлӗр.

Ватӑ умӗнче ватӑ пул, ….

Кӗр мӑнтӑр, ….

Ҫилӗн ҫунат ҫук, ….

Кашкӑрӗ те тутӑ пултӑр, ….

Чавкашӑн чавка йӑли лайӑх, ...

6. В каком произведении Яков Ухсай воспевает вековую дружбу чувашей с башкирами?

7. В день какого чувашского народного праздника состоялся первый день свадьбы Нарспи и Тахтамана?

8. Каким эпиграфом начинается баллада «Леший» М. Федорова?

9. От кого унаследовал дар речевого воздействия на сознание (вĕрÿ-суру чĕлхи) Михаил Сеспель?

10. У каждого народа есть свои просветители-наставники. Напишите пожелание своему народу в стихотворной форме (1-2 сторфы).



Чувашский язык (Чăваш чĕлхи)

Диаспора (2016-2017)

Муниципальный этап

Общеобразовательные организации с изучением чувашского языка

11 класс

Вопросы (Ыйтусем)


Текста вулăр, хушнă ĕçсене тăвăр.

(1)Пӗрремӗш хут эпӗ чӗрӗ пурӑша ача чухне, ҫуркунне Пушпулек вӑрманне пилеш татма кайсан, куртӑм (2)Пӗр ирхине эпир, ялти ҫамрӑксем, пӗрмесемпе пештӗрсем йӑтса вӑрмана тухса утрӑмӑр.

(3)Унчченхи ҫул ҫырла питӗ вӑйлӑ пулнӑччӗ те, пилешпе палана, кӗтмелпе шӑлан ҫырлине вӗҫен кайӑксем хӗлӗпе те ҫисе пӗтереймерӗҫ. (4)Эпӗ юр ирӗлнӗ уҫланкӑсенче часах пӗр пештӗр пилеш тултартӑм. (5)Пуҫ тӗлӗнче кӗпшӗл кайӑк чакак пек чакӑртатать, сӑнчас явӑнать, умран та хыҫран пӑчӑрсем вӗҫе-вӗҫе хӑпараҫҫӗ. (6)Вӑрман хӗрринче, улах уҫланкӑра, ӑсан кӑрӑлтатать.

(7)Эпӗ тӑмлӑ ҫулпа хӗвел питне хӑпартӑм та сӑрт ҫамкине апата лартӑм. (8)Ҫав вӑхӑтра ҫывӑхрах такам ассӑн сывланӑ пек илтӗнчӗ. (9)Хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӑм – никам та курӑнмарӗ, аяккалла тинкертӗм – унта та никам та ҫук! (10)Тата итлесе тӑратӑп – сывлать! (11)Эпӗ хӑраса ÿкрӗм. (12)Хам ҫапах та вырӑнтан хускалмастӑп-ха, куҫа чарса пӑрахса йӗри-тавра тинкеретӗп. (13)Юлашкинчен хам умалла сӑнасарах пӑхрӑм та – сехре хӑпнипе ман ҫÿҫ-пуҫ чӑшӑлах вирелле тӑрса кайрӗ. (14)Эпӗ кӑшкӑрса яма та, сиксе тӑрса тарма та пӗлмерӗм.

(15)Манран улт-ҫичӗ утӑмри шӑтӑкран, шалча кӑнтарнӑ пек, шӗвӗр сӑмса курӑнса тӑрать. (16)Мӑш тӑвать те, сӑмса кӑшт ытларах тухать. (17)Унтан хушка пуҫ курӑнчӗ.(18)Эпӗ атте кӗркуннесенче тытса пыракан тискер кайӑка аса илтӗм: пурӑш!


Ĕçсем

1. Текстăн кĕске планне тăвăр.

2.Текстран кайӑк ячӗсене çырса илĕр, вӗсене вырăсла куçарăр.

3. Текстран малтан тискер чӗр чун ятне, кайран ҫырла ячӗсене ҫырса илӗр, пурне те вырӑсла куҫарӑр.

4. Кирлӗ формӑра лартӑр.

Атте (ӗҫ) ултӑ сехетре таврӑнать.

Эпӗ (вӗрентекен) хам йӑнӑша тÿрлетнӗшӗн тав турӑм.

Ҫулла эпӗ Мускава (кайса кур) ӗмӗтленетӗп.

(Эпир) ҫӗр-шывра тӗрлӗ халӑх пурӑнать.

Шупашкар (Атӑл хӗрри) ларать.

5. Ваттисен сӑмахӗсене вӗҫлӗр.

Касма ҫӑмӑл, ….

Кивви – каялла, ….

Мӗн акатӑн, ….

Салатма – сакӑр алӑк, ….

Ҫапла-ҫапла тенипе ….

6. В чувашской словесности есть статья, посвященная природе ударения чувашкого стиха. Назовите автора и название статьи.

7. Назовите чувашских поэтов и писателей с одинаковым псевдонимом Турхан. Которые из них являются братьями?

8. Назовите чувашского поэт-импровизатора ХIХ века.

9. Какой пословицей завершается очерк «Хитрая кошка» С. Михайлова?

10. У каждого народа есть свои просветители-наставники. Напишите пожелание своему народу в стихотворной форме (1-2 сторфы).