Новогоднее мероприятие на чувашском языке

Автор публикации:

Дата публикации:

Краткое описание: ...


Ҫĕнĕ ҫул

Уяв сценарийĕ.

Мĕн тери тĕнче хитре!

Лапка-лапка юр ҫăвать.

Ĕнерхи хура ҫĕре

Мамăкпа витсе хурать.



Шухă ҫил канма пĕлмест,

Вăл хуҫать туратсене.

Хĕл Мучийĕ шеллемест,

Чĕпĕтет хăлхасене.



Ҫил улать ытла та хытă,

Вĕҫтерет тăман тулта.

Пурпĕрех шкула ҫӱретпĕр,

Хăрамастпăр сивĕрен.



Хĕл кунĕнчи ҫил-тăман

Ачасене хăратмасть:

Чупса тухрăм урама

Тăвайккинчен ярăнма.



Хура алсиш алăра,

Шур ҫăматă урара.

Кăвак тутăр пуҫăмра,

Сар ҫунашка айăмра.





Ача-пăча ярăнать,

Тăвайккине якатать.

Тăвайккине якатать,

Хĕл кунĕпе савăнать.



Юр ҫăвать, юр ҫавать,

Хура ҫĕре шуратать.

Атьăр ачасем,тухăр урама,

Тухăр урама, юр купалама.



Лапка-лапка юр ҫăвать,

Хура ҫĕре шуратать.

Хура ҫĕре шуратать,

Мамăк сарнăн туйăнать.

«Юр ҫăвать»-юрă.

Хĕл Мучи (туйипе шаклаттарса) Сывă пурăнаҫҫĕ-и? Пире хапăл тăваҫҫĕ-и?

Юр пике. Сире савса,юратса ҫитĕмĕр ҫак уява.

Хĕл Мучи. Часах Сĕнĕ ҫул ҫитет,

Асамлăхпа илĕртет.

Ҫĕнĕ ҫул, ҫĕнĕ ҫул

Телейлĕ пултăр сирĕн чун.

Ташлăр, савнăр, выльăр, кулăр.

Пуян пултăр сирĕн ҫул.

Юр пике. Ҫĕн ҫул илсе килчĕ хаваслă уяв

«Салам»,-терĕ елка ирех ав паян.

Шкулта симĕс чăрăш паян хăнара.

Юрлар-ха халь юрă утса ун тавра.

«Хире те юр шуратнă»-юрă

Хĕл Мучи . Ачасем, эсир сивĕрен хăратăр-и?

Асăрханăр, асăрханăр.

Алăсене хыҫа пытарăр.

Кама алран ярса тытап

Ҫавна тӱрех (Ăна часах) шăнтса лартап.

Ай маттур та эсир, ачасем! Никама та шăнтса лартаймарăм.

(Хĕл Мучи кама та пулсан лектарсен ташлаттаратпăр)

Ташласан часах ăшнаҫҫĕ.

Сивĕрен те хăтăлаҫҫĕ.

Хĕл Мучи. Халĕ сире ҫакăн пек ĕҫ парас тетĕп. Ҫак сăвăсен вĕҫĕсене кам хăвăртрах тупать,ҫавă манран парне илет.

Сăвăсене вĕҫлĕр.

Х.М. Акă ҫитрĕ Ҫĕнĕ ҫул,

Уявра хаваслă …(пул).

Ю.П.Акă ҫитрĕ Хĕл Мучи,

Хĕл Мучи-уяв…(хуҫи)

Х.М. Елка тавра ачасем,

Питĕ те маттур вĕсем.

Юрăсем юрлаҫҫĕ,ташăсем…(ташлаҫҫĕ).

Ю.П.Шурă юрĕ ҫурĕ,ҫурĕ,

Парнелерĕ ташă-юрă.

Ачасем кулаҫҫĕ,чунтан …(савăнаҫҫĕ)

Тупмалли юмахсем:

1) Ури ҫук, юр тăрăх чупать.(йĕлтĕр)

2) Ҫулла выртать,хĕлле пăр тăрăх чупать.(коньки)

3)Шурă ҫăлтăрсем алă ҫинче выртаҫҫĕ,

Шыв пулаҫҫĕ.(Юр пĕрчисем)

4) Шывра ҫуралать, шывран хăрать.(пăр, тăвар)

Юр пике.Ҫĕнĕ ĕмĕт-ҫĕнĕ ҫул,

Пирĕнпе выля та кул.

Савăнар-ха ушкăнпа

Чăрăш тавралла утса .

«Ҫĕнĕ Ҫул елки» -юрă

Хĕл Мучи. Юрларăмăр, ташларăмăр, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене те тупрăмăр. Халĕ сăвăсем калама вăхăт ҫитрĕ.

Ҫĕнĕ ҫул, ҫĕнĕ ҫул,

Акă ҫитрĕ ҫĕнĕ ҫул.

Уява эс хатĕр пул,

Юрла, ташла, савăн, кул.



Инҫетри ҫурҫĕртен хăнана

Хĕл Мучи килсе ҫитрĕ паян.

Кам кăна пухăнман елкăна?

Мĕн тери ешĕл чăрăш пуян.



Тĕрлĕ тĕслĕ ҫап-ҫут теттесем

Чӱхенеҫҫĕ ҫинҫе йĕп ҫинче.

Капăр тумлă маттур ачасем

Савăнаҫҫĕ Ҫĕн ҫул каҫĕнче.



Акă ҫитрĕ Хĕл Мучи.

Хĕл Мучи-уяв хуҫи.

Юрăсем юрлатпăр, сăвăсем калатпăр,

Ташăсем ташлатпăр,

Пурте савăнатпăр.



Ҫитрĕ Хĕл мучи кулса,

Шур сухалне каҫăртса,

Юр пике пĕрлех пырать,

Ҫепĕҫ юрă шăратать.



Хĕпĕртерĕҫ ачасем,

Сар хĕвелĕн шевлисем,

Тăчĕҫ чăрăш тавралла,

Тытăнса алран-алла.



Хĕл мучи, Хĕл мучи,

Шур сухаллă Хĕл Мучи.

Кил пирĕнпе ташлама,

Кил пирĕнпе выляма.


Юр пике, Юр пике,

Шур кĕпеллĕ юр пике,

Кил пирĕнпе юрлама,

Кил пирĕнпе выляма.



Хĕл Мучи хутаҫĕнче

Кишĕр пур-Мулкач валли,

Мăйăр пур-Пакша валли,

Пыл та пур-Упа вали.

Хĕл Мучи хутаҫĕнче

Премĕк пур-Петюк валли,

Шоколад-Сашук вали,

Пан улми-Ленук валли.

Ҫĕнĕ ҫулăм, ҫĕнĕ ҫулăм,

Эс телей кӱрсем пире,

Йăлкăштăр ялан йăл-кулă

Сăн-питре, чун-чĕрере!



Тус-юлташсемпе пĕрле

Савăнма епле аван!

Шурă шупăрлă хĕлле,

Тавтапуҫ сана чунтан!



Эх, аван-ҫке елкăра,

Савăнăҫ вылять чунра.

Атьăр халĕ ачасем,

Тантăшсем те тусăмсем,

Юрăсем юрлар,выляр,

Хĕл Мучипеле ташлар.



Ҫĕн ҫула ҫĕн телейпе,

Пысăк ĕмĕт-тĕллевпе

Кĕтсе илер, савăнар,

Пур ҫынна та ыр сунар.



Хĕл Мучи. Юр пике,эсĕ мĕнле шутлатăн,парнесем салатма вăхăт-и?

Юр пике. Паллах вăхăт.Чи хаваслă самант ҫитрĕ.

Хĕл Мучи. Кил-ха хĕрĕм,пулăш мана.

(парнесем салататпăр)





Хĕл Мучи. Сывă пултăр Ҫĕнĕ ҫул!

Иртсе кайрĕ кивĕ ҫул!

Юр пике. Ак татах иртрĕ тепĕр ҫулталăк,

Килчĕ ҫитрĕ каллех ҫĕнĕ ҫул.

Юлтăн эс ырăпа асăнмалăх,

Манăҫми кивĕ ҫул, сывă пул!

Ҫĕнĕ ҫул, ҫĕнĕ савăнăҫ пирĕн,

Малаллах ăнтăлать чун-чĕре.

Ялтăрса килекен янкăр ирĕн

Илĕртет ҫут хĕвелĕ пире.

Хĕл Мучи. Ҫĕнĕ ҫул ҫитнĕ ятпа сире, тăвансем!

Юр пике. Пурне те ҫирĕп сывлăх,ăнăҫу, телей! Туслă пулăр,ачасем! Эпир сире пурне те саламлатпăр! Туслăх ĕмĕре пытăр!

Хĕл Мучи. Ҫире пурне те тату пурнăҫ сунатпăр.

Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе,саламлатпăр!

Сывă пулăр! Телейлĕ пулăр!

Халĕ малалла савăнма, ташлама пултаратăр. Тепре тĕл пуличчен!